Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тӗрлӗ сăнлă Раççей

Хусанта «Многоликая Россия» IX конкурса пӗтӗмлетрӗç. Унта журналистсем çӗршыври 52 регионтан хутшăннă. Кăçалхи конкурса 1850 ӗç тăратнă хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсем. Аса илтеретпӗр, çак конкурса «Тутарстан Республикинче 2014-2020 çулсенче патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртесси» программăпа килӗшӳллӗн халăхсен йăлисене упраса хăварас тӗллевпе ирттереççӗ. Конкурс учредителӗ - Респуб­ликăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви....

Хусанта «Многоликая Россия» IX конкурса пӗтӗмлетрӗç. Унта журналистсем çӗршыври 52 регионтан хутшăннă. Кăçалхи конкурса 1850 ӗç тăратнă хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсем.

Аса илтеретпӗр, çак конкурса «Тутарстан Республикинче 2014-2020 çулсенче патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртесси» программăпа килӗшӳллӗн халăхсен йăлисене упраса хăварас тӗллевпе ирттереççӗ. Конкурс учредителӗ - Респуб­ликăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви.
Пӗлтӗр çак конкурсра пирӗн редакци те III вырăн йышăннăччӗ. Кăçалхи çӗнтерӳçӗсен шутӗнче Самар, Кемерово, Тю­мень облаçӗсенче, Якути, Пуш­кăртстан, Удмурт, Чечня, Кабардапа Балкар республикисенче, Мускавра, Хусанта ӗçлекен журналистсем пулчӗç.
Паллă журналист, Раççей Федерацийӗн Президенчӗ çумӗнчи Граждан обществине аталантарас тата этем прависене хӳтӗлес енӗпе ӗçлекен канаш пайташӗ Максим Шевченко хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсем валли мастер-класс ирттерчӗ. Вăл журналистсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларӗ.
Конкурсăн жюрине паллă хыпар хатӗрӗсен ертӳçисем, патшалăх органӗсен представителӗсем, Журналистсен союзӗн членӗсем кӗнӗ. Гран-прие «Между Волгой и Уралом» радиопередача çӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев