Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тӗрӗслӗхшӗн тăрăшса

Виталий Елтова эпӗ Аксура тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçатра тăлмачра ӗçленӗ вăхăтра лайăх пӗлме тытăнтăм. Çакăнта В.Елтовăн çырас пултарулăхӗ аванах сисӗнчӗ. Ку вăл 1966-1968 çулсенче пулчӗ. Кайран та Елтов мана манмарӗ. 2011 çул вăл ман пата хăйӗн «Вăрланă юрату» (2011, Шупашкар) кӗнекине ярса пачӗ. Кӗнекере Сăпанипе Илюç мӗн ачаранпах пӗрле...

Виталий Елтова эпӗ Аксура тухса тăракан «Ял пурнăçӗ» хаçатра тăлмачра ӗçленӗ вăхăтра лайăх пӗлме тытăнтăм. Çакăнта В.Елтовăн çырас пултарулăхӗ аванах сисӗнчӗ. Ку вăл 1966-1968 çулсенче пулчӗ.
Кайран та Елтов мана манмарӗ. 2011 çул вăл ман пата хăйӗн «Вăрланă юрату» (2011, Шупашкар) кӗнекине ярса пачӗ.
Кӗнекере Сăпанипе Илюç мӗн ачаранпах пӗрле выляса ӳснӗ. Вунă класс пӗтернӗ хыççăн та иккӗшӗ те колхоз ферминче ӗçлеме тытăннă. Вӗсен туслăхӗ чăн-чăн юратăва куçать. Хусанти института та пӗрлех вӗренме кӗреççӗ те пӗрлех вӗренсе тухаççӗ. Иккӗшӗ те шкулта ачасене вӗрентме тытăнаççӗ. Часах Илюçăн салтака каймалла пулать. Салтакран Илюç чипер таврăнать. Илюçпа Сăпани иккӗш пӗрлешеççӗ.
Илюç ялти шкулта физика вӗрентет, Сăпани - чăваш чӗлхипе литературине. Пӗрле килӗштерсе пурăннă çӗртенех Илюçа КПСС райкомне чӗнеççӗ те «Шуçăм» колхоз хыçала юлнă тесе колхозри партком секретарӗн ӗçне сӗнеççӗ. Парти хушнă пулсан итлемеллех. Ӗçлеме килӗшет пулин те Илюç киле хуçăк кăмăлпа таврăнать.
- Мана хам юратнă ӗçе пăрахтараççӗ. Ырантан «Шуçăм» колхозра партком секретарьне лартаççӗ, - пӗлтерет вăл хăйӗн юратнă арăмне.
- Ма хирӗçлемерӗн-ха? - ыйтать Сăпани.
- Эх, Сăпани, хирӗçлеме май килмерӗ. Райком секретарӗ парти сӗнӗвӗпе килӗшмесен кӗреçе-сенӗк йăтса каллех фермăна уттарассине систерчӗ.
- Çапла, парти хăйне хирӗç тăракана ним мар пӗтерсе тăкма пултарать.
Колхозри коммунистсен пухăвне райкомăн виççӗмӗш секретарӗ Егор Егорович килет. Коммунистсем Илюçа, Илья Семеновича ӗнтӗ, партком секретарьне суйлама пурте алă çӗклеççӗ.
Пуху вӗçленсен Егор Егорович ферма ертӳçипе Илюçа пӗр пушă пӳлӗме чӗнсе кӗртет те канашсем парать.
- Алексей Петрович, иртнӗ çул сирӗн хуçалăхри Елена Смирнова коммунистка сӗт сăвассипе малта пычӗ, - терӗ вăл ферма ертӳçине. - Кăçал вара Агафья Петрован кашни ӗнерен çулталăкра 5 пин килограмм сӗт сумалла. Ку - райком хушăвӗ.
Çакă вара партком çӗнӗ секретарьне тӗлӗнтерчӗ.
Райком секретарӗ кайсан Илья Семенович Елена Смирнова ӗнисем çинчен пӗлме тăрăшать. Анчах та хăй хӗрсе ӗçлеме тытăнмасăр нимех те пӗлеймест.
«Агафья Петрова пӗлтӗр кашни ӗнерен 3000 килограмм сӗт суса илнӗ пулсан, кăçал вара мӗнле майпа 5000 килограмм сӗт суса илме пултарать?» - çак ыйту канăç памасть çӗнӗ секретаре.
Илюç килне таврăнсан Сăпанипе калаçма тытăнать. Хăй тӗлӗннине пӗлтерет.
- Сăпани, чунăм, пӗлтӗр пӗр доярка пӗр ӗнерен 3000 килограмм сӗт суса илнӗ пулсан, çав ӗнесенченех мӗнле майпа 5000 килограмм суса илме пулать? Ӗнисене ăратлисемпе улăштарман вӗт.
- Эсӗ пурнăçран юлса пыратăн, - тет Сăпани. Коммунист дояркăна малти вырăна кăларас йăлана райком шухăшласа тупнă. Çамрăк тынисене, пӗрре пăруланисене, вăрахчен ӗнесен шутне куçарманшăн темиçе харкашу кăларнă. Çак ушкăнри çамрăк ӗнесенчен талăкне икӗ-виçӗ фляга сӗт сунă. Çав сӗте, райком хушнипе, мала кăларма палăртнă доярка çине çырса пынă. Вăл укçине те ыттисенчен ытларах илнӗ.
Колхозра комсомол организацийӗн секретарӗ, парторг пулса курнипе эпӗ хам та çак тӗслӗхсемпе тӗл пулнă. Тӳррине кала-ха, ху та аванах шар курăн. В.Елтов çакна, хăй ялта пурăннипе те куркаланă. Çак тӗслӗх пирки дояркăсем кăмăлсăр пулнине хам та курнă.
Кунта автор пурнăçра чăнах та çакăн пек тӗслӗхсем пулнине çутатса парать. Партишӗн кирек мӗнле ӗçре те коммунист ӗçре малта пулнине кăтартмалла пулнă. Çак тӗслӗхре мӗн чухлӗ тӗрӗсмарлăх пулнă.
- Ах, Илюç, эпӗ саншăн хăратăп. Эсӗ те ултав çулӗ çине тăрасран сехре хăпать, - тет Сăпани мăшăрне.
Илюç пӗтӗмпех ăнланса илме тытăнать тӗрӗсмарлăха. Вăл райком бюровӗнче те тӗрӗсне калани пӗрремӗш секретаре килӗшмест.
Бюрора ăна Иван Васильевич, райкомăн пӗрремӗш секретарӗ, партирен кăларассипе те хăратса пăхать. Ун пек пулсан учительте те ӗçлеттермӗç. Илюçа «Шуçăм» колхозри партком секретарӗнчех хăвараççӗ.
«Ӗçлес кăмăл сӗврӗлчӗ çав бюро хыççăн. Кăлармаллаччӗ вӗсен мана партирен. Учитель ӗçне памасан фермăра та ӗçлеме пултаратăп», - шутлать Илюç тӗрӗсмарлăха сивлесе.
Çураки ăнăçлă иртсе каять. Çакăн хыççăн Акатуй вăхăтӗнче юлашкинчен ВЛКСМ райкомӗн иккӗмӗш секретарӗ Фекла Вострикова Илюçа парти райкомӗн пикникне чӗнет. Пикник пӗр уçланкăра иртет. Çакăнта ӗнтӗ Хвекле йăпăлтатса Илюç çумне çыпçăнать. Ăна уйрăм хăналас тесе пӗр улах вырăна чӗнет. Илюç хирӗç тăраймасть. Çакăнта вăл Хвеклепе улталанать. Ун хыççăн Илюç Хвекле килӗнче çӗр каçать.
Илюç пурпӗрех хăйӗн Сăпанине юратать-çке. Майӗпен çапла райком уставне те, киревсӗрлӗхе те кӗрсе ӳкет. Унтан хăтăлас тесе тăрăшать. «Ним мар вӗт Сăпани юратăвне вараласа Хвеклепе кайрăм», - хăйне вăрçма тытăнать.
- Тӗнче ултав çинче тăрать. Эсӗ те çак ултавпа пурăнан, манпа киленсе Сăпанине чике тăршшӗ лартатăн. Хăвна çветтуй вырăнне тытатăн та, санра шуйттансем иртӗхеççӗ, - тет ăна Хвекле юлашкинчен. Çапла Илюç райкома пула хăй ултав серепине кӗрсе ӳкнине пӗтӗмпех ăнласа илет. Илюçа тепӗр бюрора партирен, ӗçрен кăлараççӗ. Вăл вара газ, нефть пăрăхӗсем хывакан трест­ра ӗçлеме тытăнать.
Ман шутпа, Виталий Елтов калавра хăйӗнчен шутласа кăларнине мар, пӗтӗмпех пурнăçран илнине çырать. Ун пек тӗрӗсмарлăх вăл вăхăтра çителӗклех пулнă. Пур ӗçре те коммунистсем малта пынине кăтартмаллаччӗ.
Эпӗ хам колхозри комсомол организацийӗн, парти организацийӗн секретарӗнче пулса курнăран пӗлетӗп. Колхоз мала тухать пулсан е пӗр-пӗр паллă куна уявланă вăхăтра ӗçре малта пыракансене пама медальсем килеççӗ. Парти организацийӗн секретарӗ, ял Совет председателӗ, колхоз председателӗ виççӗн пăхса тухаççӗ. Райкомран хушу килет: коммунистсене миçе медаль, пӗрне комсомол членне, теприне фермăра ӗçлекене, механизатора - пӗрре, пӗр медаль бригадирсенчен пӗрне. Колхоз темиçе яла пӗрлештерет пулсан, кашни ялта ферма, трактор паркӗ те пур. Пăхан та, тепӗр лайăх тăрăшса ӗçлекен медальсӗр тăрса юлать. Райкома шăнкăравлатăн. Райком хушăвӗнчен пăрăнмалла мар тесе хурав килет. Çапла вара тепӗр медаль илме тивӗçлиех медальсӗр тăрса юлать. Вырăнти суйлава тăратнă кандидатсем те райком хушăвӗпе пулса пыратчӗç.
Виталий Елтов коммунистсем хуçаланнă вăхăта питӗ тӗрӗс çутатса парать. Калав çăмăллăн вуланать. Автор чӗлхи пуян. Калаçура сахал усă куракан сăмахсемпе пӗлсе усă курать: «ăмăрлăх», «кӗрнетӗр», «сан капашу». Калава вуланă май кăна çак сăмахсен пӗлтерӗшне ăнланса илме пултарать вулакан.
Калавра тӗп сăнар - Илюç. Вăл тӳрӗ чунлă çын. Тӗрӗслӗхе юратать пулин те райком хушăвне пăхăнса тӗрӗс мар çул çине тухать. Анчах та хăвăрт туйса илет хăй тӗрӗс мар, ултав çулӗ çине тăнине. Юлашкинчен ăна, ултав çулӗ çинчен пăрăннă хыççăн, партирен, ӗçрен кăлараççӗ.
Илюç мăшăрӗ Сăпани те тӳрӗ чунлă çын. Илюç ултав çулӗ çине тăнине тӳрех ăнланса илет. Сăпани Илюçран та малкурăмлăрах. Вăл Илюçа та тӗрӗс мар çул çине тухасран асăрхаттарать.
Калавăн лайăх енӗ - çынна тӗрӗслӗхе ултавран уйăрса илме вӗрентесси, суяна сивлени, çынна тӳрӗ чунлă пулма вӗрентесси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев