Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тӗтӗмӗ тухрӗ-тӗк, вучӗ пулать

Республикăри АЗС хуçисем нумай пулмасть топливо хакне литрӗшӗн 2-4 тенкӗ ӳстерме сӗннӗ. Вӗсен шучӗпе нефть продукчӗсен хакӗ (литрӗ) «Премиум» АИ-95 - 42,50; «Регуляр» АИ-92- 41;«Нормаль» АИ-80 - 38,50; дизель топливи - 42,50-шар тенкӗ пулмалла имӗш.Çакăн пек çырупа тухнă вӗсем нумай пулмасть ТР нефтепродукчӗсен мониторингӗн ӗçлӗ ушкăнӗн председателӗ патне. Çакна март...

Республикăри АЗС хуçисем нумай пулмасть топливо хакне литрӗшӗн 2-4 тенкӗ ӳстерме сӗннӗ. Вӗсен шучӗпе нефть продукчӗсен хакӗ (литрӗ) «Премиум» АИ-95 - 42,50; «Регуляр» АИ-92- 41;«Нормаль» АИ-80 - 38,50; дизель топливи - 42,50-шар тенкӗ пулмалла имӗш.Çакăн пек çырупа тухнă вӗсем нумай пулмасть ТР нефтепродукчӗсен мониторингӗн ӗçлӗ ушкăнӗн председателӗ патне.

Çакна март уйăхӗнче нефть продукчӗсен курттăм хакӗ ӳссе кайнăран ваккăн сутма тупăшсăр пулнипе çыхăнтараççӗ. Тӗслӗхе Санкт-Петербургри халăхсем хушшинчи таварпа-чӗртавар базинче «Башнефть» ПАО ИА-92 бензинăн курттăм хакӗ (пӗр тонни) 5,5 пин тенкӗ ӳснине илсе кăтартнă.

Тутарстанри АЗСсем Санкт-Петербург хыççăн кайни, ман шутпа, пӗрре те вырăнлă мар. Мӗн тесен те, нефть уçлакан регионта пурăнатпăр-çке. Эппин, бензин хакӗ пӗрмай ӳсмелле те мар пек. Чăн та, хальлӗхе республикăра бензин хакне ӳстересси паллă мар-ха. Ăна ӗçлӗ ушкăн ларăвӗнче сӳтсе явма шантараççӗ. Лару хăçан иртессиссине те хальлӗхе палăртман имӗш. Пирӗн çӗршывра вара тӗтӗмӗ тухрӗ-тӗк, вучӗ пулатех. Эппин, хаксем ӳсессе кӗтмелле. (И. Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев