Сувар

Тухар урама... Çӳп-çап пуçтарма

Яланхи йăлапа Тутарстанра та апрелӗн 1-мӗшӗнчен санитарипе экологин #ЭКОвесна2017 икӗ уйăхлăхӗ пуçланать. Кун çинчен ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Фарид Абдулганиев ТР Министрсен Кабинетӗнче нумай пулмасть иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Çак вăхăтра çутçанталăк сых­лавӗн службисем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсем, пред­приятисемпе организацисем, муниципаллă йӗркеленӳсен ӗçтăвкомӗсем вăйлатнă ӗç режимне куçаççӗ. Çапла майпа икӗ уйăхра...

Яланхи йăлапа Тутарстанра та апрелӗн 1-мӗшӗнчен санитарипе экологин #ЭКОвесна2017 икӗ уйăхлăхӗ пуçланать. Кун çинчен ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Фарид Абдулганиев ТР Министрсен Кабинетӗнче нумай пулмасть иртнӗ брифингра пӗлтернӗ.

Реклама

Çак вăхăтра çутçанталăк сых­лавӗн службисем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсем, пред­приятисемпе организацисем, муниципаллă йӗркеленӳсен ӗçтăвкомӗсем вăйлатнă ӗç режимне куçаççӗ. Çапла майпа икӗ уйăхра республика территорине экологи тата санитарипе эпидемиологие тивӗçтерекен шая çитермелле. Яланхи пекех тӗп пусăм санкцилемен вырăнта йӗркеленнӗ çӳп-çап куписем, вӗсене пӗтересси çине пулӗ. Кун пек вырăнсем çинчен информацие пӗр системăна пухса шута илӗç.
Экологи министерствин патша­лăх инспекторӗсем социаллă куль­тура пӗлтерӗшлӗ, суту-илӳ объекчӗсене, халăх йышлă пуç­тарăнакан вырăнсене, пляжсене, сад обществисене, гараж, масарпа вӗсен йӗри-таврашне рейдсем ирттерсе тӗрӗслӗç. Çурт-йӗр çывăхӗнчи территорисем, çул хӗррисем, аэропорт, чугун çул вокзалӗсем, юхан шыв порчӗсем тата ытти те тимлӗхсӗр юлмӗç. Республикăри ял-хула территорийӗсем мӗнле шайра пулнине вертолетпа, çыран хӗррисене шыв транспорчӗпе пăхса çаврăнӗç.
Министр пӗлтернӗ тăрăх, закона пăсса çутçанталăка сăтăр тăвакансене чарма мӗнпур тӗрлӗ транспортпа усă курӗç, çав шутра квадрокоптерсемпе беспилотниксем таранах.
Экологин икӗ уйăхлăхӗ кăçал та ячӗшӗн кăна иртменни паллă. ТР Президенчӗ Р.Минниханов брифингра Хусан тирпейӗ çинче уйрăммăн чарăннă. «Хусанта кăçал халăхсем хушшинчи пысăк мероприятисем пулмалла, çавăнпа пите хӗретме юрамасть», - тенӗ вăл. Ӗç­лемелли вара тӗп хуламăрта чăнах та нумай. Юраман вырăнта çӳп-çап пăрахмалла маррине пӗлсе тăрсах йӗркене пăсатпăр.
Сăмах май, пӗлтӗрхи икӗ уйăхлăха Тутарстанра миллион ытла çын хутшăнса 450 пин кубла метр çӳп-çап пуçтарнă, 600 пин ытла йывăç лартнă.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: