Сувар

Тусанлă та, кичем те мар

(Ирина ТРИФОНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Федерацин архив агентствин приказӗпе кăçал Раççей архив служби 100 çул тултарнине палăртать, Тутарстанăн патшалăх архив служби те пӗр ӗмӗр тултарать. Çак тӗллевпе Хусанта апрелӗн 18-20-мӗшӗсенче «От пергамена к цифре» Халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кăшт маларах апрелӗн 17-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнче республикăри архив службине халалланă курав...

(Ирина ТРИФОНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Федерацин архив агентствин приказӗпе кăçал Раççей архив служби 100 çул тултарнине палăртать, Тутарстанăн патшалăх архив служби те пӗр ӗмӗр тултарать. Çак тӗллевпе Хусанта апрелӗн 18-20-мӗшӗсенче «От пергамена к цифре» Халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кăшт маларах апрелӗн 17-мӗшӗнче Хусан Кремлӗнче республикăри архив службине халалланă курав ӗçлерӗ.

Апрелӗн 18-20-мӗшӗсенче вара Иннополиспа IT-паркра маларах асăннă конференци иртрӗ. Вăл пленарлă ларуран, çавра сӗтелрен, лекцисемпе дискуссисенчен тăчӗ.

Мероприятин географийӗ вара тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Пӗлмен çыншăн архив ӗçӗ кичем те чăкăлтăш туйăнать пуль те, анчах пӗрре пăхма кăна. Архивистсен аллинче çӗршывсен, цивилизацисен, халăхсемпе культурăсен кăна мар, уйрăм çынсен историйӗ, кун-çулӗ. Тӗрӗслӗх тесе те калас килет. Хусанти туслă тӗлпулăва Раççейӗн 30 регионӗнчен килнисӗр пуçне Белоруссирен, Казахстанран, Италирен, Хорватирен, Канадăран, Британирен, Нидерландынчен, Китайран, Турцирен, Финляндирен тата ытти çӗршывсенчен пурӗ 328 архивист пуçтарăннă. Спикерсем пӗринчен тепри интереслӗрех, вӗсем хушшинче архив службин представителӗсемсӗр пуçне архив наукисен кандидачӗсем, ученăйсем, философи докторӗсем, тӗнчери чи паллă университетсен профессорӗсемпе доценчӗсем те пурччӗ. Çапла интереслӗ команда пуçтарăнчӗ Хусанта.

Ӗçлӗ тӗлпулура цифрăланă информаципе ӗçлессин, электронлă документ çаврăнăшӗн, нумай вăхăт хушши упраннă цифра информацийӗ чăннипех тӗрӗс пулнине пӗлессин, информаци хăрушсăрлăхӗн, вăрттăнлăхӗн ыйтăвӗсене сӳтсе яврӗç.

Çак анлă мероприяти умӗн журналистсем Федерацин архив агентствин ертӳçипе Андрей Артизовпа тата ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗпе Ирада Аюповапа тӗл пулчӗç. Андрей Николаевич пӗлтернӗ тăрăх, 1992 çултанпа кăна Раççейре федераллă шайра пурӗ 6 объект хута кайнă, çӗнӗ архивсен калăпăшӗ 100 пин тăваткал метрпа танлашать. Документсен, Совет тапхăрӗнчи документлă киносем йышлипе ку вăхăтра патшалăхăн цифрăланă архив комплексне тума шутланă. Унсăр пуçне Раççейӗн 20 регионӗнче 160 пин тăваткал метрлăх 33 объект хута кайнă. Спикер шучӗпе, урăх пӗр çӗршывăн та кун пек пуянлăх çук, мӗншӗн тесен историйӗ пирӗннипе танлашаймасть.

Андрей Артизов XI ӗмӗрти чăн документсемпе пӗрремӗш хут курав йӗркелени пирки хавхаланса калаçрӗ, уйрăмах Руçăн аслă кнеçӗсен, вăтам ӗмӗрсенчи патшасем çырса хăварнисем пирки. XX ӗмӗрти, совет тапхăрӗнчи документсене те тин кăна çынсене кăтартма пуçлани çинчен те. Кураври вӗр-çӗнӗ документ 2014 çулхи март уйăхӗнче Крым Раççей шутне кӗнипе çыхăнни. Артизов пек интереслӗ спикерсене сайра тӗл пулатăн. Раççейри архив ӗçне вăл туллин сăнласа пачӗ. Маларах çак ӗçе кивӗ, тусанлă хутсемпе, çӳлӗксемпе çыхăнтарнă пулсан, çак кунран шухăшсем улшăнчӗç.

  • Пирӗншӗн паянхи кун ниме пăхмасăр ӗçлеме пултарни кирлӗ, Раççейри хальхи условисенче эпир анлă утăмсемпе ӗçлесе аталанакан халăх отраслӗсенчен пӗри пулса тăратпăр. Архив службинче ӗçлекенсем политикăран аякра тăраççӗ. Кăçалхи спикерсене пăхсан, унта Украина хутшăнманнине куртăр пулӗ. Вăт, вӗсем йăлт политикăпа сыпăнтараççӗ. Тӗрӗс мар ку, - терӗ Федерацин архив агентствин пуçлăхӗ.

Ирада Аюпова архив ӗçӗ шанчăк гаранчӗ çинче никӗсленни, информаци этики пирки каларӗ. Сăмах май, Архив ӗçӗсен патшалăх комитетне ертсе пыриччен Ирада Хафизяновна ТР культура министрӗн çумӗ пулса ӗçленӗ. Ăна архив ӗçне ертсе пыма куçарсан министерствăн çамрăк специалисчӗсем çакăн пек пултăклă та интереслӗ çынна «тусанлă ӗç» панипе хурланнă та.

Артизов та, Аюпова та мероприяти вăхăтлă та кирлӗ пулнине палăртрӗç. Конференци пӗрре пулакан мероприяти е ăна тăтăш ирттересси пирки ыйтсан, Андрей Николаевич çапла хуравларӗ: «Малтан кăна йӗркеллӗ ирттерсе ярасчӗ, унтан малашне курăнӗ. Анчах тăтăш ирттересси лайăх шухăш».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: