Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстан опычӗпе усă курӗç

РФ Премьер-министрӗ Д.Медведев ӗç тухăçлăхӗн (производительность) сферинче Тутарстан опычӗпе усă курса компетенцисен центрне туса хума сӗнет. Ун шучӗпе, Тутарстан ку сферăра самай сисӗнмелле çитӗнӳ тунă. Центра Внешэкономбанк никӗсӗнче туса хума планлаççӗ. Çапла ку центр компанисемшӗн патшалăх пулăшăвӗпе усă курмалли пӗрлехи чӳрече пулса тăмалла. Çак мерăсене туса хунă чух Германи, Япони,...

 

РФ Премьер-министрӗ Д.Медведев ӗç тухăçлăхӗн (производительность) сферинче Тутарстан опычӗпе усă курса компетенцисен центрне туса хума сӗнет. Ун шучӗпе, Тутарстан ку сферăра самай сисӗнмелле çитӗнӳ тунă. Центра Внешэкономбанк никӗсӗнче туса хума планлаççӗ. Çапла ку центр компанисемшӗн патшалăх пулăшăвӗпе усă курмалли пӗрлехи чӳрече пулса тăмалла.

Çак мерăсене туса хунă чух Германи, Япони, Малайзи тата ытти ӗç тухăçлăхӗ енӗпе патшалăх политики приоритет пулса тăнă çӗршывсен опычӗпе усă курнă. «Эпир ку сферăра çитӗнӳсем тунă Раççей регионӗсен - Тутарстанăн, Калуга облаçӗн тата ытти регионсен опытне те шута илетпӗр»,- тенӗ вăл.

Раççей Премьер-министрӗ пӗлтернӗ тăрăх, пирӗн çӗршыв гражданӗсем ют çӗршывсеннинчен нумайрах ӗçлесен те (вăтамран 2 пин сехете яхăн, ют çӗршывсенче - 1750) ӗç тухăçлăхӗпе кая юлса пыраççӗ. Ку вăл экономикăра конкуренци çуккипе, технологи кая юлса пынипе тата инвестици çитменнипе çыхăннă. Çавăнпа ӗçлекен çынсемпе компанисем валли социаллă мерăсен пакетне федераци шайӗнче йӗркелеме планлаççӗ. «Сăмах кунта налог енчен хавхалантарасси, кадрсен делопроизводствине оптимизацилесси пирки пырать. Ӗçе хăйсем йӗркелесе пыракансем тата кадрсен ăсталăхне ӳстерсе, урăх профессисене вӗрентсе, подъемныйсем тӳлесе ӗç тухăçлăхне ӳстерекенсемпе урăх калаçу. Ӗç законодательстви те улшăнӗ»,- тенӗ Д. Медведев Стратегилле аталану тата приоритетлă проектсем енӗпе канашăн ларăвӗнче.

Кунсăр пуçне ӗç тухăçлăхне ӳстерессипе регионсенчи программăсене те хатӗрлӗç. Пӗрремӗш тапхăр валли 16 региона суйласа илнӗ. Кунти предприятисенче патшалăх пулшăвӗпе усă курӗç. « Компанисем хăйсен производствине оптимизацилесе тухăçлă ӗç системине йӗркелеме, сотрудниксене хавхалантарма тата ӗç вырăнӗнче аманассине пӗтерме тăрăшмалла», - тенӗ Дмитрий Медведев.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев