Сувар

Тутарстан Президенчӗ ӗçе çуран килнӗ

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов социаллă сетьсенчи хăйӗн страницине çырăннисене кашни кун кабинет чӳречинчен ӳкернӗ Ирӗклӗх тӳремӗн сăнӳкерчӗкне вырнаçтарса ырă ир сунаканччӗ. Паян çак йăлана вăл кăштах улăштарнă. Хăй страницисенче оперăпа балет театрӗн сăнӳкерчӗкне лартнă. Ăна вăл ӗçе кайнă чухне ӳкерсе илнӗ иккен. Республика ертӳçи ӗçе паян çуран килнӗ. Сăлтавӗ сентябрӗн...

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов социаллă сетьсенчи хăйӗн страницине çырăннисене кашни кун кабинет чӳречинчен ӳкернӗ Ирӗклӗх тӳремӗн сăнӳкерчӗкне вырнаçтарса ырă ир сунаканччӗ. Паян çак йăлана вăл кăштах улăштарнă. Хăй страницисенче оперăпа балет театрӗн сăнӳкерчӗкне лартнă. Ăна вăл ӗçе кайнă чухне ӳкерсе илнӗ иккен. Республика ертӳçи ӗçе паян çуран килнӗ. Сăлтавӗ сентябрӗн 22-мӗшӗ Пӗтӗм тӗнчери автомобильсӗр кунпа çыхăннă. Çак акцие çынсене машинасен сӗрӗмӗ çутçанталăка пысăк сиен кӳнине аса илтерес тата хулара пурăнакансене ытларах обществăлла транспортпа е велосипедпа çӳреме хавхалантарас тӗллевпе пуçарнă. Рустам Минниханов çакна хăй тӗслӗхӗпе çирӗплетме шутланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: