Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстан Раççейри чи хăтлă регион

Универсиада, Шыв спорчӗ, футбол енӗпе Тӗнче чемпионачӗсем пек пысăк шайри спорт мероприятийӗсем иртни Тутарстана аталантаракан пысăк импульс пулчӗ. Вăл паян чăнах та сулмаклă утăмсемпе малалла утать. Нефтехими, машинăсем, самолетсем, карапсем тăвакан промышленность ăнăçлă ӗçлет. Совет самани арканнă хыççăн Раççейре ӳссе ларнă пӗрремӗш хула Иннополис та кунтах. Хальхи вăхăтра республикăра вун-вун...

Универсиада, Шыв спорчӗ, футбол енӗпе Тӗнче чемпионачӗсем пек пысăк шайри спорт мероприятийӗсем иртни Тутарстана аталантаракан пысăк импульс пулчӗ. Вăл паян чăнах та сулмаклă утăмсемпе малалла утать. Нефтехими, машинăсем, самолетсем, карапсем тăвакан промышленность ăнăçлă ӗçлет. Совет самани арканнă хыççăн Раççейре ӳссе ларнă пӗрремӗш хула Иннополис та кунтах. Хальхи вăхăтра республикăра вун-вун программа, социаллă проект пурнăçа кӗрет. Регионти хăтлăх шайӗ мӗнле пулни калама та кирлӗ мар, хăнасем ăна Тутарстан чикки урлă каçсанах кураççӗ: ялсем тирпейлӗ, çулсем яка, уй-хирте тырпул хумханать. Республикăри ача-пăча клиникине нумай пулмасть Раççейре чи лайăххи тесе палăртрӗç. Халӗ акă, «Известия» хаçат РФ Строительство тата ÇКХ министрӗн М.Меня сăмахӗсем çине таянса Тутарстан чи хăтлă регион пулнине хыпарлать. 2017 çулта «Формирование комфортной городской среды и ЖКХ» приоритетлă проектра лидер пулнине çирӗплетет.

Тутарстан хуласене хăтлăх кӗртес ӗнӗпе çӗршыври ытти регионсенчен чылай маларах ӗçлеме пуçланине, декабрь уйăхӗнче ТР Президенчӗ Р.Минниханов «Городская среда» проектăн обществăлла канашне хăй ертсе пыма пуçланине асăннă министр. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та ку программа республикăра чи кирлисенчен пӗри пулнине, халăх ăна пурнăçа кӗртме хастар хутшăннине палăртнă. Куратпăр ӗнтӗ, Тутарстан Раççейри чи хăтлă регион ятне илме чăнах та тивӗçлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев