Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстан вăрманӗсем çунмаççӗ

Çулсерен çӗршывра унта та кунта вăрмансем çунсан та, Тутарстана ку инкек пырса тивмерӗ-ха. ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Эмир Бедертдинов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, юлашки 7 çулта Тутарстан вăрманӗсенче пӗр пушар та пулман. Кунта ӗнтӗ профилактика ӗçсем илсе пыни, ТР Вăрман хуçалăх министерстви лару-тăрăва талăкӗпех тӗрӗслесе тăни витӗм панă....

Çулсерен çӗршывра унта та кунта вăрмансем çунсан та, Тутарстана ку инкек пырса тивмерӗ-ха. ТР вăрман хуçалăхӗн министрӗн çумӗ Эмир Бедертдинов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, юлашки 7 çулта Тутарстан вăрманӗсенче пӗр пушар та пулман. Кунта ӗнтӗ профилактика ӗçсем илсе пыни, ТР Вăрман хуçалăх министерстви лару-тăрăва талăкӗпех тӗрӗслесе тăни витӗм панă. Вăрман çумӗнчи территорисене вут хыпнă лапткăсен шучӗ 17,1 гектартан чакса 0,4 гектарпа танлашнă. Ку чи малтан вăрман хуралӗн ӗçченӗсен оперативлă ӗçӗн кăтартăвӗ. Çапах та лăпланмалли сăлтав мар ку, пушар вăл кӗтмен инкек, апла-тăк хӗлле те, çулла та пирӗн пурин те сыхă пулмалла. (Сăнӳкерчӗк ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев