Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстан вертолечӗсем Арктикăна та вӗçеççӗ-и?

Ту-160М2 пек йывăр çар самолечӗ-бомбардировщик пеккисем тӗнчипе те урăх çук. Унăн производствине Хусанти авиаци заводӗнче 2021 çул тӗлне йӗркелесе çитересшӗн. Кун пирки журналистсене РФ оборона министрӗн çумӗ Дмитрий Борисов пӗлетрнӗ. Ун сăмахӗсемпе, завод çулталăкне 3-4 самолет хатӗрлеме палăртнă. министр çумӗ пӗлтернӗ тăрăх, производство валли мӗн кирли йăлтах хатӗр, титан сваркипе...

Ту-160М2 пек йывăр çар самолечӗ-бомбардировщик пеккисем тӗнчипе те урăх çук. Унăн производствине Хусанти авиаци заводӗнче 2021 çул тӗлне йӗркелесе çитересшӗн. Кун пирки журналистсене РФ оборона министрӗн çумӗ Дмитрий Борисов пӗлетрнӗ. Ун сăмахӗсемпе, завод çулталăкне 3-4 самолет хатӗрлеме палăртнă. министр çумӗ пӗлтернӗ тăрăх, производство валли мӗн кирли йăлтах хатӗр, титан сваркипе çыхăннă йывăрлăхсене те татса панă.

Хусанти вертолет завочӗ те «ӗçтешӗнчен» юласшăн мар. «Ансат» вертолетсене граждан рынокне кăларни вӗсемпе малашне анлăн усă курма май парать. Тутарстансен тӗллевӗ вара - Арктика. Кун пирки Мускав çумӗнчи Жуковскинче иртнӗ МАКС-2017 аэрокосмос куравӗнче Хусанти вертолет завочӗн генеральнăй директорӗ Вадим Лигай пӗлтернӗ.

«Ансат» вертолета -45 градусра вӗçтерсе сертификациленӗ. Вадим Лигай каланă тăрăх, ăна -50 градус таран та тума пултарнă. Шел те, Якутире тӗрӗслевсем ирттернӗ чухне сывлăш температури -45 кăна пулнă. Çапах кун пек сертификаципе те Арктикăна вӗçме пулать. Танлаштарма, Ми-38 вертолетăн сертификацийӗ -38 градус таран кăна. Сăмах май, Арктика Раççейшӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ регион шутланать. Вăл, паллах, нефтьпе тата сайра тӗл пулакан металлсемпе çыхăннă. Экспертсен палăртнă тăрăх, нефть запасӗ унта 90 миллиард баррельпе танлашать. Арктикăна хальхи инфраструктурăпа тивӗçтерсе унта промышленность базине йӗркелессин кирлӗлӗхне РФ Президенчӗ Владимир Путин «Тӳрӗ линире» те каланăччӗ. Тутарстан, паллах, çак пӗлтерӗшлӗ мероприятирен юлмастех, «Ансат» вертолетсемпе тивӗçтерсе пысăк тӳпе кӗртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев