Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстанра 159 педофил ирӗкре

Педофилия - психика чирӗ, медицина патологийӗ. Унран йăлтах сипленме çуккине медицина ӗçченӗсем те, полици сотрудникӗсем те палăртаççӗ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 159 педофил ирӗкре. Паллах, вӗсем пурте çирӗп учетра, апла пулсан та обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратмаççӗ теме çук. Акă мӗншӗн ачасене хăйсене кăна урама кăларса яма шикленмелле. Хусанта кунашкал преступленисем пӗлтӗр...

Педофилия - психика чирӗ, медицина патологийӗ. Унран йăлтах сипленме çуккине медицина ӗçченӗсем те, полици сотрудникӗсем те палăртаççӗ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра 159 педофил ирӗкре. Паллах, вӗсем пурте çирӗп учетра, апла пулсан та обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратмаççӗ теме çук. Акă мӗншӗн ачасене хăйсене кăна урама кăларса яма шикленмелле. Хусанта кунашкал преступленисем пӗлтӗр декабрӗн 9 тата 11-мӗшӗсенче пулнăччӗ. Ун чух 22 тата 29 çулти арçынсем шкула çӳрекен пӗчӗк хӗр ачасене мăшкăлланăччӗ.

Шел те, çак категорири çынсене (тӗрмерен тухнă педофилсене) обществăран уйăрма нимӗнле закон та çук. «Практикăран курăннă тăрăх, тӗрмере ларса тухнипех педофил тӳрӗ çул çине таврăнмасть, мӗншӗн тесен кун йышши преступление вăл татах тăвать. Акă мӗншӗн унпа юнашар, пӗр килте пурăнакан ачасем яланах хăрушлăхра», - терӗ ТР ШӖМӗнче иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире ТР ШӖМӗн Полици начальникӗн çумӗ, полици полковникӗ М.Айдаров.

Кун пек çынсемпе кӗрешмелли те пӗр мел кăна - профилактика. Çавăнпа вӗсем патне участковăй ыттисенчен тăтăшрах çӳрет. Педофила хăйне тата çемйине асăрхаттарсах тăрать.

Педофила пӗрре пăхсах уйăрса илме çук, кулленхи пурнăçра хăйне лăпкă тытать, эрех ӗçсе харкашмасть вăл. Тен, çавăнпах пуль ăна нумай хӗрарăм киле, пӗчӗк ачисем пур çӗре, пурăнма кӗртет. Ачисем шар курмасăр та юратнă çыннине шанма пăрахмасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев