Сувар

Тутарстанра 500 гектар вăрман лартаççӗ

Кăçал республикăн Мамадыш, Кукмор, Пӗтреç, Саба районӗсенче пурӗ 493,2 гектар вăрман йăрăмӗсем лартма хатӗрленнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА патшалăх туянăвӗн сайчӗн хыпарӗ çине таянса. Проект пӗтӗмпе 43 миллон тенке ларать иккен. Çак ӗçе пурнăçлаканӗ, электронлă аукционра çӗнтернӗ «Саба вăрман хуçалăхӗ» тулли мар яваплăхлă общество. Районсенче йывăç лартас ӗçе контракта алă пуснă...

Кăçал республикăн Мамадыш, Кукмор, Пӗтреç, Саба районӗсенче пурӗ 493,2 гектар вăрман йăрăмӗсем лартма хатӗрленнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА патшалăх туянăвӗн сайчӗн хыпарӗ çине таянса. Проект пӗтӗмпе 43 миллон тенке ларать иккен. Çак ӗçе пурнăçлаканӗ, электронлă аукционра çӗнтернӗ «Саба вăрман хуçалăхӗ» тулли мар яваплăхлă общество. Районсенче йывăç лартас ӗçе контракта алă пуснă хыççăн 20 кун иртсен пуçăнаççӗ.

Çапла вара пӗр-пӗрин хушшине 75-шер сантиметр вырăн хăварса 2963 тӗп лăсăллă тата çулçăллă йывăç лартӗç.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: