Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстанра декретра ларакан арçынсен шучӗ ӳснӗ

Тутарстанра декрета тухакан ашшӗсен шучӗ ӳсме пуçланине палăртнă. Ытларах та ытларах çемьере ача çуратнă хыççăнах хӗрарăм ӗçе тухнипе арçынсем пӗчӗк пепкепе килте юлаççӗ. РФ социаллă страхованийӗн Тутарстанри уйрăмӗн фончӗн кăтартăвӗсемпе, 2017 çулта ятарлă пособие 70 пин çын илсе тăрать, çав шутран 1,8 пинӗ - арçынсем. Фонд управляющийӗн Р.Гайзатуллинăн сăмахӗсемпе, ӗç...

Тутарстанра декрета тухакан ашшӗсен шучӗ ӳсме пуçланине палăртнă. Ытларах та ытларах çемьере ача çуратнă хыççăнах хӗрарăм ӗçе тухнипе арçынсем пӗчӗк пепкепе килте юлаççӗ. РФ социаллă страхованийӗн Тутарстанри уйрăмӗн фончӗн кăтартăвӗсемпе, 2017 çулта ятарлă пособие 70 пин çын илсе тăрать, çав шутран 1,8 пинӗ - арçынсем. Фонд управляющийӗн Р.Гайзатуллинăн сăмахӗсемпе, ӗç законодательствипе килӗшӳллӗн, ачана кам пăхать - çавна отпуск параççӗ те, вăл ашшӗ те, амăшӗ те, опекун та, ачан ытти тăванӗ те пулма пултарать. Ачана пӗр вăхăтрах темиçе çын пăхсан та, уйăхсерен парăнакан пособие пӗри кăна илеет. Çапла вара мăшăрӗ тӗрлӗ сăлтава пула, ачапа лараймасан ашшӗ хăй ӗçлекен вырăнта ача пăхассипе отпуск илме пултарать.

Уйăхсерен парăнакан пособие илсе тăма ашшӗн ӗç вырăнӗнчен отпуск ыйтса çырнă заявленине, 2012 çулхи сентябрӗн 17-мӗшӗнче РФ Социаллă страховани фончӗн 335 № приказӗпе çирӗплетнӗ формăпа пособи илсе тăма çырнă заявление, ачан çуралнă хутне, унăн копине, маларах çуралнă ачасен çуралнă хучӗне тата копийӗсене, ача амăшӗн ӗç вырăнӗнчен вăл ача пăхма отпуск илменнине çирӗплетекен справка пуçтарса памалла. Амăшӗ вӗренет пулсан, вӗренекен çӗртен.

Декретра ларакан ашшӗсен пособийӗ вӗсен ӗç укçин 40 проценчӗпе танлашать. Пособие çур ставкăпа ӗçлекен ашшӗсене те параççӗ.

Хусанта пурăнакан Алексей Афанасьев акă декретра иккӗмӗш ачипе ларать. Çемьере икӗ хӗрача ӳсет. Амăшӗ косметика компанийӗн хуçи пулнă май ӗлкӗреймест. Аслă хӗрне шкула ăсатнă хыççăн Алексей иккӗмӗш хӗрне пăхать. Апат пӗçерес енӗпе вӗсене асламăшӗ пулăшать. «Хӗрӗмсен пурнăçӗнчи пӗр самантне те вӗçертменрен савăнатăп. Шел, амăшӗн ун пек май çук», - тет кăшт хурланарах ача ашшӗ. Сăмах май, Алексей декрет пурнăçӗ пирки блог та ертсе пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев