Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстанра кăçал 45 пине яхăн ача пӗрремӗш класа кайрӗ

ТР Президенчӗ Р.Минниханов сентябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Суворов училищинчи Пӗлӳ кунне халалланă линейкăна хутшăнчӗ. Вăл РФ Хӗç-пăшаллă çар генералӗсемпе пӗрле çамрăк суворовеца халалланă палăка уçрӗ. Ун хыççăн Президент Хусанти халăхсем хушшинчи шкулăн çӗнӗ корпусне уçнă çӗре хутшăнчӗ. Çак кунах Çемье центрӗ çывăхӗнче I курс студенчӗсене саламларӗ. Унтан Çырчалли хулинче çӗнӗ вăтам...

ТР Президенчӗ Р.Минниханов сентябрӗн 1-мӗшӗнче Хусанти Суворов училищинчи Пӗлӳ кунне халалланă линейкăна хутшăнчӗ. Вăл РФ Хӗç-пăшаллă çар генералӗсемпе пӗрле çамрăк суворовеца халалланă палăка уçрӗ. Ун хыççăн Президент Хусанти халăхсем хушшинчи шкулăн çӗнӗ корпусне уçнă çӗре хутшăнчӗ. Çак кунах Çемье центрӗ çывăхӗнче I курс студенчӗсене саламларӗ. Унтан Çырчалли хулинче çӗнӗ вăтам шкула уçрӗ, вырăнти кадет корпусне çитсе курчӗ. Президент республикăра пурăнакансене Пӗлӳ кунӗпе саламларӗ.

«Пирӗн пурнăçра сентябрӗн 1-мӗшӗ пек хумхантаракан тата асра юлакан урăх кун çук пулӗ. Вăл ахаль календарь кунӗнчен тахçанах пӗтӗм халăх уявне çаврăннă ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен вăл кашни çыншăн пӗр пек хаклă тата ăнланмалла: пӗлӳ - пире пӗрлештерекен, çывăхлатакан пурлăх.

Пирӗн пархатарлă чӗресенче пӗрремӗш шăнкăрав, пӗрремӗш вӗрентекен, пурнăç çулӗ çине кăларнă юратнă шкул çинчен ырă асаилӳсем юлаççӗ. Аслăланнăçемӗн, шкул парти хушшинче пухнă шутсăр хаклă пуянлăха упраса аслă шкулсемпе техникумсенче ăна хушма тăрăшатпăр. Çитӗнсе çитсен те, çуллансан та çитӗнекен ăрăва хамăрăн пӗлӗве, пухăннă ăс-хакăла паратпăр.

«Пӗлӳ - вăй» текен каларăш паянхи кун çӗнӗ пӗлтерӗш илет. Хăвăрт улшăнса пыракан пурнăç, хальхи экономикăн хаяр та конкурентлă чăнлăхӗсем вӗрентӗве тата воспитани парассине çӳллӗ шайра пулма хистеççӗ. Ăнăçлă тата тивӗçлӗ пулас тесен пирӗн патшалăх тата общество вăйӗсене пысăк квалификациллӗ специалистсене хатӗрлес, çамрăксенче çӳллӗ мораль тата гражданла патриотизм пахалăхӗсене тӗвӗлентерес çӗре ямалла.

Тутарстанри вӗрентӳ чылай тӗп направленипе малта пыни савăнтарать. Кунта, паллах, пирӗн вӗрентекенсем, профессорсемпе преподавательсен пӗрлӗхӗ, ача сачӗсенчи воспитательсем, тренерсемпе энтузиаст-педагогсем тăрăшни сисӗнет. Хăйӗн пархатарлă ӗçӗпе тата уйрăм тӗслӗхӗпе çамрăк чӗресенче пӗлӳ патне туртăнас, аслисен йăлисене хисеплес, Тăван çӗршыва юратас хăвата чӗртекенсене чунтан тав тăватпăр.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пирӗншӗн пуриншӗн те пултарулăхри çӗнӗ ăнтăлусемпе çӗнтерӳсен, наукăри аслă çитӗнӳсен çулталăкӗ пулса тăтăр!» - тенӗ Президентăн саламлă çырăвӗнче.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев