Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тутарстанра паян траур

Паян ир енне Заинскра «Самара-Ижевск» пассажир автобусӗ аварие лекнипе çыхăннă трагедие (13 çын, çавсенчен иккӗшӗ ача, вилнӗ,15-шӗ аманнă) пула ТР Президенчӗ Р.Минниханов июлӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанра траур пулнине пӗлтерсе Указ йышăннă. Указпа килӗшӳллӗн, паян Тутарстан территорийӗнче мӗнпур патшалăх ялавне антараççӗ. Радиотелекомпанисем, культура учрежденийӗсем кану мероприятийӗсене тата паянхи куна палăртнă район Сабантуйӗсене...

Паян ир енне Заинскра «Самара-Ижевск» пассажир автобусӗ аварие лекнипе çыхăннă трагедие (13 çын, çавсенчен иккӗшӗ ача, вилнӗ,15-шӗ аманнă) пула ТР Президенчӗ Р.Минниханов июлӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанра траур пулнине пӗлтерсе Указ йышăннă.

Указпа килӗшӳллӗн, паян Тутарстан территорийӗнче мӗнпур патшалăх ялавне антараççӗ. Радиотелекомпанисем, культура учрежденийӗсем кану мероприятийӗсене тата паянхи куна палăртнă район Сабантуйӗсене урăх куна куçараççӗ.

Аварире вилнисен çемйисене Тутарстан миллионшар тенкӗ пӗр хутчен пулăшу пама та йышăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев