Сувар

Тутарстанри çынсенче мӗн чухлӗ хӗç-пăшал пур?

Тутарстансенче хӗç-пăшал сахалах мар иккен, Росгвардин Тутарстанри Управленийӗн лицензи тата ирӗк парассипе ӗçлекен центр пӗлтернӗ тăрăх, учетра пӗтӗмпе 49190 пăшал хуçи, вӗсен аллинче паянхи кун тӗрлӗ йышши 71177 единица хӗç-пăшал. Пăшал вăл авăрламасан та çулталăкра пӗрре перет тенине асра тытсах пуль хӗç-пăшал туянмалли лицензие пăшал упрамалли ятарлă вырăн пулмасан памаççӗ....

Тутарстансенче хӗç-пăшал сахалах мар иккен, Росгвардин Тутарстанри Управленийӗн лицензи тата ирӗк парассипе ӗçлекен центр пӗлтернӗ тăрăх, учетра пӗтӗмпе 49190 пăшал хуçи, вӗсен аллинче паянхи кун тӗрлӗ йышши 71177 единица хӗç-пăшал.

Пăшал вăл авăрламасан та çулталăкра пӗрре перет тенине асра тытсах пуль хӗç-пăшал туянмалли лицензие пăшал упрамалли ятарлă вырăн пулмасан памаççӗ. Пăшал кăна мар, сейфа питӗрнӗ уçă та ют çыннăн аллине лекмелле мар. Унсăрăн пысăк инкек тухасси инçе мар.

Хӗç-пăшала кирлӗ пек упрамасан та закон умӗнче явап тытма тивет: Уголовнăй кодекспа килӗшӳллӗн, 100 пин тенкӗ штрафран пуçласа çулталăкчен ирӗкрен хăтарни таранах.

Шел те, яланхи пекех закона пăхăнмастпăр çав эпир. Пӗлтӗр машинăран пăшал вăрланă икӗ тӗслӗх те пулнă. Тӗрӗслев вăхăтӗнче те акă, пăшала тивӗçлӗ упраманшăн 3008 çынна явап тыттарнă, вӗсенчен 3709 единица пăшал туртса илнӗ.

Пăшал вăл тетте мар, унпа ăçта килчӗ унта усă курма юрамасть: çав шутра ӳсӗрле алла тытма та, халăх йышлă пухăнакан хуть мӗнле мероприятие илсе кайма та.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: