Сувар

Удмуртла пӗлсен хутшăн

Удмурт Республикин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви «Кенеш» журналпа пӗрле февралӗн 15-мӗшӗнчен «Удмурт чӗлхипе чи лайăх литература произведенийӗ - 2018» конкурса заявкăсем йышăнма тытăнчӗ. Конкурсăн тӗллевӗ - талантлă литераторсен потенциалне ӳстерме пулăшасси, халăха çыравçă ӗçӗпе интереслентересси, пултаруллă çамрăксене пулăшасси. Конкурса удмурт чӗлхипе çыракан хуть мӗнле автор та хутшăнма пултарать. Ӗçсене...

Удмурт Республикин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви «Кенеш» журналпа пӗрле февралӗн 15-мӗшӗнчен «Удмурт чӗлхипе чи лайăх литература произведенийӗ - 2018» конкурса заявкăсем йышăнма тытăнчӗ.

Конкурсăн тӗллевӗ - талантлă литераторсен потенциалне ӳстерме пулăшасси, халăха çыравçă ӗçӗпе интереслентересси, пултаруллă çамрăксене пулăшасси.

Конкурса удмурт чӗлхипе çыракан хуть мӗнле автор та хутшăнма пултарать. Ӗçсене 2018 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗччен çак адреспа ямалла: Удмурт Республики, Ижевск хули, Пастухов урамӗ, 13-мӗш çурт, «Кенеш» журнал редакцийӗ.

Конкурса 2019 çулхи январь уйăхӗнче пӗтӗмлетеççӗ. Конкурс положенийпе Удмурт Республикин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин сайтӗнче паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: