Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ухсая вуланă хыççăн

Чăваш халăх поэчӗн Ухсай Яккăвӗн пултарулăхӗ, асамат кӗперӗ пекех, нумай тӗрлӗ тӗспе çиçсе тăрать. Ли­рикăра, драматургипе прозăра, публицистикăпа критикăра - литературăн кирек мӗнле жанрне илсен те, унăн таланчӗ хăйне евӗр палăрать, вăл ыттисем майлă мар, хăйӗнле çырать. Вăл çырнине, унăн стилне яланах уйăрса илетӗн, ыттисемпе пăтраштармастăн. Аслă поэтăмăр çуралнăранпа ноябрӗн...

Чăваш халăх поэчӗн Ухсай Яккăвӗн пултарулăхӗ, асамат кӗперӗ пекех, нумай тӗрлӗ тӗспе çиçсе тăрать. Ли­рикăра, драматургипе прозăра, публицистикăпа критикăра - литературăн кирек мӗнле жанрне илсен те, унăн таланчӗ хăйне евӗр палăрать, вăл ыттисем майлă мар, хăйӗнле çырать. Вăл çырнине, унăн стилне яланах уйăрса илетӗн, ыттисемпе пăтраштармастăн. Аслă поэтăмăр çуралнăранпа ноябрӗн 26-мӗшӗнче 105 çул çитет.

Кăçал çулла делегаципе Пушкăртстанри Силпи ялне кайса килтӗмӗр. Йăла тăрăх унта пире К.Иванов музейне кăтартрӗç, ун хыççăн эпир Я.Ухсайăн музейӗнче пултăмăр. Малтанхи çунса кайнă хыççăн çӗннине Пушкăртстан Республики вун пилӗк çул каялла туса лартнă. Веçех лайăх пек, анчах, темле ăнланмалла мар туйăм çавăрса илчӗ. Эпир Ивановпа, Яковлевпа, Хусанкайпа танлаштарсан, Ухсай çинчен темшӗн ытла аса та илместпӗр. Çав вăхăтра унăн пултарулăхӗ питӗ анлă тата пысăк пӗлтерӗшлӗ. Вăл литература анинче 50 çул ытла тăрăшнă. Поэт кăна мар, журналист та, вӗрентекен те: Мускавра тухса тăнă «Коммунар» хаçатра, «Тăван Атăл» редакторӗнче ӗçленӗ, Чӗмпӗрте вӗрентнӗ, вăрçăра пулнă. Ăçта кăна çитмен.

Ухсай пултарулăхӗ пирӗн çӗршывăн нумай нациллӗ литературин пысăк пуянлăхӗ. Унăн поэзине Александр Фадеев, Александр Твардовский, Мустай Карим, Юрий Олеша, Николай Чуковский пысăка хурса хакланă. Поэтăн хăйне евӗр чӗлхине, стилӗн ытти уйрăмлăхӗсене эпир лирикăра та, драматургире те асăрхаса юлатпăр. Пӗр енчен унăн поэзийӗ чăваш литературипе, фольклорӗпе уйрăлми çыхăннă пулсан, тепӗр енчен Лермонтов, Некрасов, Аксаков тата ыттисен витӗмӗ сисӗнет. Хăй пурăннă чухне вăл Константин Ивановăн пӗлтерӗшне тата çӳле çӗклерӗ.

Критксем час-часах ăна «хура çӗр юрăçи», «тăпраçă», «çӗртен тухакан талант» тесе Ухсай поэзийӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ уйрăмлăхне палăртаççӗ - вăл чăвашсем авалтан пурăнакан çӗрпе тачă çыхăннă. Хура тăпрана - ӗмӗртен çӗр сухаласа тырă туса пурăннă халăхăн пурнăçӗнчи философилле категорие çавăрать поэт:

«Çӗр маншăн ӗмӗр-ӗмӗр аслă.

Тăпра чавакана курсан,

Пурне те эпӗ пуç хавассăн

Таятăп пилӗкӗм таран...» - тесе çырать Яков Гаврилович «Силпи çăлкуçӗ» произведнире. Е тата çавăнтах:

«Тăван уйри тусан пӗрчи те

Тăрать ман чун бюджетӗнче.

Ӳсмест тăпрасăр чăх чӗппи те,

Çара çерçи те çӗр çинче.»

Нумай кун пек йӗркесем. Унăн пысăк произведенийӗсенче те, пӗчӗкреххисенче те тӗп сăнарсем - ял çыннисем пулса юлчӗç. Кӗлпук мучи сăнарӗ кăна мӗне тăрать. Тӗп герой - ялти ахаль чухăн çын. Анчах ку пӗр енчен пăхсан кăна. Кӗлпукра - чăваш халăхӗн сăнарне тӗкӗрлет автор: çулӗсемпе, ăс-хакăлӗпе, вăй-хăвачӗпе, тавçăрулăхӗпе, тӗрӗслӗх патне туртăннипе çак герой хăйне евӗр ял çыннин тӗрекӗн символӗ пулса тăрать.

Ухсайăн сăввисемпе поэмисенчи чӗлхе пуянлăхӗ, ăна еплерех чухлани паян та вулакана илӗртет. Тулли çăварпа чăвашла калаçать вăл пирӗнпе хăй кӗнекисенчен, çавăнпа хаклă та. Яков Гаврилович хăйӗн çепӗç чӗлхипе илӗртсе пире поэзи тӗнчине илсе кӗрсе каять. Поэтпа пӗрле хирсем, сăртсем тăрăх çӳретӗн, ту айӗнчен тапса тухакан çăлкуçран ывçăласа сивӗ шыв ӗçетӗн... Ун чухнехи коммунизм идеин витӗмӗ те гений чӗлхин ыратлăхне хуплаймасть. Ухсай произведнийӗсем çӗнӗрен те çӗнӗрен вулакана илемлӗ литература патне тавăраççӗ. Эпир унăн пуян еткерлӗхне манăçа кăларса çухатма тивӗç мар. Ухсая вуланă хыççăн чăвашла туллирех калаçма пуçлатăн. Çырăва унăн сăмахӗсемпех вӗçлес килет:

«Ман сассăм вилӗм урлă каçӗ,

Çухалмӗ вăл поэзире.

Туссем, эп çук чухне пăртакçă

Кичем пек пулмӗ-ши сире?»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев