Сувар

Улăштарайми çын çук

Юлашки вăхăтра регионсенче кӗпӗрнаттăрсем кашни эрнере тенӗ пекех улшăнаççӗ. Президент суйлавӗ çывхарнă май Владимир Путин çӗнӗ кадрсен йышне хатӗрлени сисӗнет. Ӗнтӗ халех паллă: 2017 çулта Саратов, Томск, Ярославль, Белгород, Новгород, Калуга облаçӗсенче, Буряти, Мордови, Адыгея республикисенче пуçлăхсене суйлӗç. Суйлавсем чылай регионта иртмелле, хăш-пӗр çӗрте вырăнти парламентсем те çӗнелӗç. Тӗнчери политика...

Юлашки вăхăтра регионсенче кӗпӗрнаттăрсем кашни эрнере тенӗ пекех улшăнаççӗ. Президент суйлавӗ çывхарнă май Владимир Путин çӗнӗ кадрсен йышне хатӗрлени сисӗнет. Ӗнтӗ халех паллă: 2017 çулта Саратов, Томск, Ярославль, Белгород, Новгород, Калуга облаçӗсенче, Буряти, Мордови, Адыгея республикисенче пуçлăхсене суйлӗç. Суйлавсем чылай регионта иртмелле, хăш-пӗр çӗрте вырăнти парламентсем те çӗнелӗç.
Тӗнчери политика опычӗ кăтартнă тăрăх, çӗршыв ертӳçи хăй таврашӗнчи çынсене урăххисемпе ылмаштарни çăмăл мар лару-тăрура лидер шав малта пулма ăнтăлнипе çыхăннине пӗлтерет. Ку ăна вăйлатать. Кремльте «улăштарайми çын çук» тесе шутланине пысăк ылмашăнусем çине пăхса çирӗплетме пулать. Президент Администрацийӗн ертӳçи Сергей Иванов урăх çӗре ӗçлеме куçни, Патшалăх Думин Председателӗ улшăнни, Улюкаев министра арестлени, Хорошавинпа Белых хăйсен шăписене СИЗО-ра кӗтсе ларни - питӗ курăмлă сигналсем. Кӗпӗрнаттăрсене хăйсен пуласлăхӗ пирки çирӗппӗн шухăшлама сӗннӗ пулмалла. Президент суйлавӗсем çывхарнăçемӗн çак лару-тăру çивӗчленме те пултарать вӗт.
Патшалăх службипе управлени институчӗн политика журналистикин профессорӗн Владимир Кравцовăн сăмахӗсемпе, çывăх вăхăтра тата 4 регион ертӳçи ӗç вырăнне улăштарма пултарать.

ӗслӗхрен, Карели, Марий Эл... Вӗсен шутӗнче Чăваш Рес­публики те пулма пултарать. Ученăй шучӗпе, çакă регионти экономика лару-тăрăвӗ вăйлах пулманнипе çыхăннă. Ку ыйтăва татса панă чухне суйланнă Пуçлăхсем пирки халăх мӗн шутланине те шута илеççӗ-тӗр Мускавра. 2016 çулхи октябрь уйăхӗнче Ярославль, Калининград, Киров облаçӗсен ертӳçисене силовиксен структурисемпе çы­хăннă çынсене çирӗплетрӗç. Çак­на Владимир Путин хăйӗн командине вăйлатма пуçланă пек ăнланмалла-тăр. Командира хушусене итлесе пурнăçлакан шанчăклă салтаксем кирлӗ. Власть вертикалӗ пур çӗрте те пӗрешкел.
2016 çулта иртнӗ парламент суйлавӗсем çирӗплетрӗç - «Единая Россия» партие хирӗç тăраякан конкурентсем регионсенче çукпа пӗрех. Либераллă оппозици арканнă. Хăть Михаил Касьянова илӗр, хăть Владимир Рыжкова, оппозиционерсен ӗç тухмарӗ. Хальхи кӗпӗрнаттăрсен суйлавӗсенче те Президент суйлавне хутшăнма кăмăл тунă Навальныйăн мӗнпе-тӗр па­лăрма майсем сахал. Ăна тӳрех «Кировлес» е тата урăх ӗç­сене аса илтереççӗ. Çак политик ытларах миллионшар çынлă пысăк хуласенче пурăнакан электоратшăн интереслӗ.
Президент суйлавӗ умӗн политикăри шăплăх, тăнăçлăх кир­лӗ. Çавăнпа та пысăк пред­приятисенче ӗç укçи тӳ­ле­­месӗр, хыснана çаратакансемпе кӗ­решмесӗр, юхăннă çулсене юсамасăр, айван чиновниксене кăларса ывăтмасăр ларакан регион ертӳçисене начар статьяпа - «шанăçа çухатнăшăн» - ӗçрен кăларма пултарни па­лăрать.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: