Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ҫулталӑк гороскопӗ

ТАКА 21.III - 20.IV Çитес çул такасемшӗн çă­мăлах пулмасть. Килти лăпкă лару-тăрушăн, об­щест­вăри вырăншăн, сыв­лăх­шăн та кӗрешме тивет. Юрату: кăмăлланă çынна пăхтарас тӗллевпе тем тума та хатӗр пулатăр. Хутшăнусенче кăрарах пулнипе мăшăрсем уйрăлма та пултараççӗ, çул­ла уйрăмах йывăр пулӗ. Кӗркунне вара лăпланатăр. Шăп çак вăхăтра пӗч­ченнисем юратнă çын­нине тӗл пулӗç....

ТАКА 21.III - 20.IV

Çитес çул такасемшӗн çă­мăлах пулмасть. Килти лăпкă лару-тăрушăн, об­щест­вăри вырăншăн, сыв­лăх­шăн та кӗрешме тивет. Юрату: кăмăлланă çынна пăхтарас тӗллевпе тем тума та хатӗр пулатăр. Хутшăнусенче кăрарах пулнипе мăшăрсем уйрăлма та пултараççӗ, çул­ла уйрăмах йывăр пулӗ. Кӗркунне вара лăпланатăр. Шăп çак вăхăтра пӗч­ченнисем юратнă çын­нине тӗл пулӗç. Карьера: нумайăшӗ ӗç­ри вырăна сыхласа хă­варассишӗн пăшăрханӗ. Çуркуннепе çулла ӗçтешсем хи­рӗç пулӗç, пӗччен ӗçлеме тивӗ, хăвăра кăна шанмалла. Тăшманăрсен си­ре хирӗç тăма хал çитмӗ. Кӗркунне вӗçӗнче харпăр ӗç пуçарма лайăх вăхăт. Укçа-тенкӗ: ытти енӗпе йывăрлăхсем пулсан та енчӗкӗр пушă пулмӗ. Çапах та перекетлӗрех пулмалла, эсир укçана сапалама юратни паллă-ха. Кредит ил­мелле мар, парăма татма йывăр пулӗ. Сывлăх: çулталăк пуçламăшӗнче хумханма тивнипе стрес­сем пулма пул­тараççӗ. Санаторире сипленме тă­рăш­малла. Çулталăк тăршшӗпе шăн­са пăсăласси хăратса тăрӗ. Тӗрӗс апат­ланупа çан-çурăма пиçӗхтересси пирки шутламалла.

 

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Автан çулӗнче тӗллевлӗ те уçă пулатăр, хăвăра шанатăр. Пурнăçăр маларах палăртнă планпа йӗркеленсе пырӗ. Юрату: ку çулта савнă тусăр, мăшăрăр хăт­ланăвӗсене çав тери лăпкăн йышăнса хă­вăра вăйлă енчен çеç кăтартса ав­торитетăра ӳстеретӗр. Пӗчченнисем çулла вӗçӗнче е кӗркунне çемье çавăрма пултараççӗ. Карьера: ӳсӗм çулӗ. Кирлӗ, хăвăртан вăйлăрах çынсемпе паллашни харпăр ӗç йӗркелесе яма е пуррине çирӗплетме пулăшать, уйрăмах çулла. Ӗç вырăнне улăштарас текенсен ăнăçу пулмӗ, ют çӗре те шыраса каймалла мар. Укçа-тенкӗ: хăвăра иртӗнтерместӗр, лайăх ӗçлесе илсен те тăванăрсене е аçăр-аннӗре пулăшса тăкакланатăр. Çăл­­тăрсем харпăр ӗç пуçарма сӗнеççӗ, йы­вăр кунсене укçа пухмаллах. Сывлăх пӗр­ремӗш çур çулта йӗркеллех, анчах кӗр­кунне вăл хăй çинчен аса илтерме пуçлӗ. Вăй-хал çуккипе иммунитет та хавшама пултарать. Вар-хырăмлăх системи ай­ванрах, гастрит пуçланасси палăрать. Щит евӗрлӗ парсене те тимлемелле.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI

Ку çулта йӗкӗрешсем пур енӗпе те активлă пуласшăн, вӗсем тӗнчене хăй­сене кирлӗ пек улăштарас кăмăллă. Юратура хăвăра пăхăнтарма тăрăшнипе, ытлашши ыйтнипе хутшăнусене пăсма пултаратăр. Çамрăкраххисем характерне кăтартса килтен тарма та пултараççӗ. Çемьеллисем айккинче киленӳ шыраса мăшăрӗсене улталама пултараççӗ. Çа­вăнпа хăвăра хытă тытса шанчăклă пулма тăрăшмалла. Карьера: нумайăшӗн бизнес пуçарма интереслӗ шухăшсем çуралаççӗ. Йывăр ӗçпе ӗçлекенсем çăмăлраххине шырӗç. Çуркунне шанăç уйрăмах пысăк. Кăмăла кайнă сферăра ӗç шырасан ăна­тех, уйрăмах интеллектуаллă ӗçпе ӗçлекенсем. Укçа-тенкӗ: тупăшран ыт­ларах тăкаксем ӳсеççӗ. Мӗн-тӗр туянас тесе кредит илмелле мар, парăма та ан кӗрӗр. Çулталăк вӗçӗнче иртнӗ ревизи хыççăн судра явап тытма та пултаратăр. Сывлăх çирӗп пулӗ. Сиенлӗ хăнăхусене пăрахайманнипе кăна хăш-пӗри хăйне сиен кӳме пултарӗ. Августра е сентябрьте агрессивлă пулни те сывлăхăра хавшатӗ, çынсемпе хирӗçмелле мар.

РАК 22.VI - 22.VII

Ку çул пулăмсемпе пуян пулӗ. Çул­çӳревсем йышлă, ют çӗршыва пурăнма куçма та пултаратăр. Юрату: хăйсене ирӗклӗ тытаканнисен пурнăçӗ тӗпрен ул­шăнма пултарать. Нумайăшӗ урăх çынна тӗл пулса халиччен юратман мăшăрпа пурăннишӗн кулянма пуçлӗ, уйрăмах çуллапа кӗркунне. Çемьерен каяс тенисен васкамалла мар, туйăмсем чăннине тӗрӗслемеллех. Карьера: уйăх витӗмӗпе раксенчен хăш-пӗри ӗç­­тешсемпе е пуçлăхпа пӗр чӗлхе тупаймасăр ӗçрен кайма шутлӗ. Хăрама кирлӗ мар, çулла çӗнӗ ӗç тупас шанчăк ӳсет. Харпăр ӗç пуçарма шутлакансен шанчăклă юлташ тупмалла. Укçа-тенкӗ енӗпе февральтен пуçласа августчен штрафсене, тӗрӗслевсене, кредитсене пула нумай çухататăр. Харпăр бюджета çирӗплетмеллех, азартлă вăйăсенчен пăрăнăр. Ку çула çирӗп сывлăхпа кӗр­сен те хăвăр пуçтахланнине кура, апат енчен чараксăр пулнипе ăна хав­шатма пултаратăр. Шăмă сыпписене асăрхамалла, ишме çӳрени усăллă пулӗ.

 

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII

2017 çул йывăртарах пулӗ, ку арăс­лансем мăнкăмăллă пулнинчен те килет. Эсир хăвăра кăна шанни ялан лайăх мар. Пӗчченнисем ку çулта хăй­сен юратăвне тупма пултараççӗ. Мăшăрăра илтме

пӗлсен йăлтах лайăх сыпăнса пырӗ. Пулас мăшăра март-апрель уйă­хӗсенче тӗл пулас шанчăк ӳсет. Çемьеллисем еркӗн тупса пурнăçри кичемлӗхе сирме шутлани лару-тăрăва йывăрлатӗ. Кӗркунне ултав тăрă шыв çине тухӗ те мăшăрăр каçармӗ. Карьера енӗпе йывăрлăхсем пулаççӗ. Хăвăра кăна шаннипе лайăх та вăйлă партнера çухатма пултаратăр. Çавăнпа çынпа ӗçлеме хатӗр пулмалла, хăвăра ура ан хурăр. Ӗçе вырнаçма май, октябрь, ноябрь уйăхӗсем ăнăçлă пулӗç. Укçа-тенкӗ енчен хуйхăрмалли çук, çавах та ыранхи кун çинчен те шутламалла. Çуркуннепе кӗркунне пуçламăшӗнче тăкаксене сахаллатмалла. Пысăк япала туянассине çулталăк вӗçне хăварăр. Çулла укçăра выляса ярасран асăрханăр. Сывлăх пирки кашнин шутламалла. Нерв системине, чӗрене упрамалла. Çуркунне шăмăсем сурма пултараççӗ. Кӗркунне инçе çула тухни сывлăхшăн хăрушă пулма пултарать.

 

ХӖР 24.VIII - 23.IX

2017 çул хӗрсемшӗн ырă пулӗ. Çă­мăл­лăнах йывăр­лăхсене çӗнтерсе пур­нăçра кирлине тупатăр. Юрату: çӗ­нӗ хутшăнусем йӗркелеме пул­та­ра­тăр. Тахçанхи савнипе çулталăк пуç­ламăшӗнче çемье йӗркелеме кăмăл çуралмасан - уйрăлăр. Чăн юратăвăра çуркунне варринче е çу вӗçӗнче тӗл пулатăр. Шăпа килӗртен инçетре кӗтӗ. Телейсӗр мăшăрсен уйрăлсан лайăхрах, пӗчченлӗхрен хăрама кирлӗ мар. Карьера енӗпе çулталăк тăршшӗпех ăнать. Кунта Меркурий пулăшса пы­рать, пӗрремӗш çур çултах çӗнӗ должно­­­çа куçма пултаратăр. Харпăр бизнес йӗркелекенсен те йăлтах лайăх пулӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗ пӗрремӗш вы­рăнта. Ăна пулах килте те, ӗçре те хирӗçме пултаратăр. Пархатарлă пулни хăвăршăнах усăллă. Кӗркунне укçана тӗрӗс çӗре хывни тупăш кӳрӗ. Сывлăхăр ку çулта çирӗп пулӗ. Анчах хăшӗ-пӗ­ри япăх курма пуçласси палăрать. Физкультура туса чӗрене çирӗплетме тă­рăшмалла.

ТАРАСА 24.IX - 23.X

Автан çулӗ тарасасемшӗн тӗрӗслев çулӗ пулӗ. Кă­мăл пур-и, çук-и, анчах пурнăç хăй суйлав тума хистӗ. Юрату енчен хӗрӳ пулатăр. Çулталăк пуçламăшӗнчи юратуллă хутшăнусене ловелассем те ăмсанӗç. Куç хывнă çыннăн кăмăлне çăмăллăнах çавăратăр. Пӗчченнисем мăшăр тупаççӗ, çемьеллисем вара мăшăрне çухатма пултараççӗ. Карьера: нумайăшӗ иртнӗ çулти çитӗнӳсемпе лăпланса йывăр ӗçрен пăрăнма тăрăшӗ. Çуркунне вӗçӗпе çулла пуçламăшӗнчи улшăнусем кăна аталану пирки шутлама хистӗç. Халăха кирлӗ хуть те мӗнле тавар производствине йӗркелени те усăл­лă пулӗ. Ку чухне партнерсемпе тавлашмалла мар. Укçа-тенкӗ тăка­кӗсем тупăшран ытларах пулӗç. Уй­рăмах иккӗ­мӗш çур çулта ăна ăçтан тупасси шут­латтарӗ. Бизнесменсен бух­галтерие йӗркене кӗртмелле, унсăрăн тӗрӗслевсем хака ларӗç. Çи­рӗп сывлăхлă тарасасем чӗлхине чарайманнине пула больницăна лекме пултараççӗ. Нервсене упрăр, сăлтавсăр хирӗçӗве кӗмелле мар. Отпуска икке пайлани усăллă пулӗ - çуркунне курорта, кӗркунне вара санаторие.

 

СКОРПИОН 24.X - 22.XI

2017 çулта пурнăçăрта пысăк улшă­нусем пулаççӗ. Çул­талăк пуçламăшӗнчи пу­лăм­сем харпăр сывлăхпа хăрушсăрлăх пирки шутлаттарӗç. Юрат­нă çыншăн тем тума та хатӗр пулатăр, уйрăмах çуркунне хăвăра лайăх енчен кăтартатăр. Качча кайнă, авланнă скорпионсем айккине пăхма пуçлаççӗ, шăпа епле пуласси хăвăртан тата совеç пурринчен килет. Пӗчченнисен пур енчен те лайăх çынпа паллашас шанчăк пур, ăçта та пулин каннă чухне. Карьера: чее пулни темле лару-тăруран та тухма пулăшӗ. Ку çул­та ӗçре чăн-чăн кӗрешӳçӗ пулатăр. Пӗрремӗш çур çулта ыттисен шухăшӗпе килӗшни иккӗмӗш çур çулта çав тери пысăк утăм тума пулăшӗ. Пуçлăха ларма та пултаратăр. Парăма кӗрсе ӳкес темесен, укçа-тенкӗпе пӗлсе усă курмалла. Çуркунне улталанасран асăр­ханмалла, пӗлмен проектсене укçа хывмалла мар. Ку çулта сывă пурнăç йӗркипе пурăнасси çинчен шутламалла. Ӗçекенсем е туртакансем çăмăллăнах сиенлӗ хăнăхусене пăрахайӗç. Çулла санаторие кайни нерв системине йӗр­келеме пулăшӗ.

 

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Юпитер хӳтӗлекен пал­лă­шăн 2017 çул çав те­ри лайăх пулать, ырă ул­шă­нусем кӗтеççӗ. Юрату: февральтен пуçласа туйăмсем вăй­ла­наççӗ, пӗчченнисем ти­нех савнипе çемье çавăрма шутлӗç. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем çӗнелеççӗ, хăш-пӗри ача çуратасси çинчен шутлӗ. Ку çулта вăй хумасăрах карьера тăваятăр. Юл­ташăрсем е пуçлăхсем пулăшнипе пысăкрах должноçа ларма май пур. Кӗркунне хут ӗçӗнче асăрхануллăх кир­лӗ. Ку çулта укçа-тенкӗпе хăвăр пӗл­нӗ пек усă курнипе çывăх

çынсемпе хирӗçме пултаратăр. Çемьешӗн пы­сăк япала туянни усăллăрах пулӗ, сă­махран, автомашина, çурт е харпăр биз­нес йӗркелесе ямалла. Çулталăк пуçламăшӗнче нумай ан ӗçӗр, ку сывлăха пӗтерӗ, ят та кайӗ. Тӗрӗс апатлану çине куçмасан ку çулта тăтăшах чирлеме пултаратăр. Чӗрепе юн тымарӗсен системине упрамалла.

ТУ КА­ЧАКИ 22.XII - 20.I

Нумайăшӗшӗн çитес çул тӗрӗслев пек пулӗ. Çулталăк пуçламăшӗнчех кăткăс за­да­чăсене хăвăр тӗллӗн тат­са пама, ыттисенчен ытларах ӗçлеме тивет. Юратнă çынпа хутшăнусем хăй екки­пе каяççӗ, романтика çухалать, пӗр-пӗринчен сивӗнетӗр. Çулла пуç­ламăшӗнче мăшăрăр айккинче киленӳ тупнине пӗлме пултаратăр. Хăшӗсем уйрăлӗç те. Çавăнпа хӗллепе çуркунне хутшăнусене çирӗплетесси пирки шутлăр. Карьерăшăн тем тума та хатӗр пулатăр, анчах ку тӗрӗс мар. Капла юлташăрсемпе çывăх çыннăрсене çухататăр. Çулталăк варринче ӗçтешӗрсен ултавне çакланма пултаратăр, тимлӗрех вӗсемпе. Укçа-тенкӗ пӗрремӗш вырăнта пулмӗ, çывăх çынсене, тăвансене нумай пулăшма тивӗ, хытă ан пулăр. Ноябрьпе декабрь уйăхӗсенче маларах хывнă укçаран пысăк тупăш илме пулӗ. Сывлăх: çул­талăк пуçламăшӗнчех щит евӗрлӗ пар­сене (щитовидные железы) тӗрӗслеттермелле. Иккӗмӗш çур çулта тарăхнипе çынсемпе час-часах хирӗçетӗр, эмоцисене йӗркелеме пӗлӗр.

 

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Çăлтăрсем 2017 çул мыскараллă пулăмсенчен пуян пуласса систереççӗ. Хăш-пӗрисем укçаллă ӗç вырăнне çухатма пултараççӗ. Пӗр кун­па пурăнакансем хирӗçӳллӗ лару-тăрăва лекӗç. Юрату: шăпа лайăх çынна пар­нелеме пултарать, анчах ăна кирлӗ пек хаклаймастăр. Паллашусенчен ыт­ларах уссине шыратăр. Ку çул, уй­рă­мах кӗркунне, çемье çавăрма лайăх. Çемьеллисене айккинелле туртӗ, тах­çанах кăмăлланă çынпа тӗл пулас килӗ. Карьера: сире Уран хӳтӗлет, çавăнпа ӗçре хăвăра ирӗклӗ тытатăр. Харпăр ӗç пуçарас текенсен ӗçе вӗçне çитермеллех. Августра е сентябрьте ют çӗршыва ӗçлеме чӗнме пултарӗç, лайăх сӗнӳрен ан пăрăнăр. Ку çулта тăкаксем ӳсеççӗ, укçашăн улталама та пултаратăр, уйрăмах çуркунне. Тăкаксене чакарни тӗрӗсрех пулӗ. Кӗркунне тин кăштах сывласа яма пултаратăр. Сывлăх: пӗверпе хырăмай парӗсене тӗрӗслеттермелле. Çуркунне вӗçӗнче сиенлӗ хăнăхусенчен хăтăлма çăмăлрах пулӗ. Иккӗмӗш çур çулта шăмăсем аптратма пултараççӗ, çулталăк вӗçӗнче канма кайни усса кайӗ.

 

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III

2017 çулта эсир них­çанхинчен ăнăç­лăрах пу­латăр. Иккӗленӳсемпе хă­­­ра­­нисене хыçала хăварса ыррине шан­са хăюллă пулмалла. Юратура хӗрӳ пулмасан та вăл çумрах çӳрӗ. Ку çулта çемье çавăрмасан та мăшăр тупас шанчăк пур. Çемьеллисен хутшăнăвӗсенче шай­­лашу хуçаланӗ, тинех хăвăра кирлине çилленсе мар, чеелӗхпе тупма пултаратăр. Карьера: ку çулта хăнăхнă меллӗ пурнăçран пăрăнсан, йышăнусене хăвăр тӗллӗн тусан, яваплăхран хăрамасан çитӗнӳсем пулаççех. Ун­шăн февраль уйăхӗнчех кӗрешме пуç­ламалла. Ӗç улăштарма, ют çӗршыва пурăнма куçма пултаратăр. Укçа-тенкӗ енчен те çулталăк ăнăçлă. Çулла тупăша ӳстерни кӗркунне пысăк япала туянма май парать. Шулӗксенчен асăрханмалла, вӗсене хăвăр аллăрпах укçăра пама пултаратăр. Ют çынсене ан шанăр. Сывлăх: вар-хырăм аптратма пултарать. Хӗл уйăхӗ­сенчех ор­гансене тӗрӗс­лет­тер­мел­ле, çуллă апат ан çийӗр, диета тытăр. Шутласа калаçăр, унсăрăн çывăх çыннăрсемпе хирӗçсе нерв сис­темине хавшатма пултаратăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев