Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Усал çынна эмел те пулăшмасть

Ноябрӗн 20-мӗшӗ - Хусан митрополитне çветтуй асапçă Кирила асăнмалли кун. Çак кун Хусанти ун ячӗллӗ архиерей подворийӗнче кунӗпе мероприятисем иртрӗç. Хусаншăн питӗ пысăк та пӗлтерӗшлӗ куна паллă тума хулари храмсемпе мăнастирсен настоятелӗсем, вырăнти духовенство, тӗрлӗ регионсенчи паломниксем хутшăнчӗç. Престол уявне халалланă литургие Хусан Епархийӗн управленийӗн протоиерейӗ Владимир Самойленко илсе пычӗ....

Ноябрӗн 20-мӗшӗ - Хусан митрополитне çветтуй асапçă Кирила асăнмалли кун. Çак кун Хусанти ун ячӗллӗ архиерей подворийӗнче кунӗпе мероприятисем иртрӗç. Хусаншăн питӗ пысăк та пӗлтерӗшлӗ куна паллă тума хулари храмсемпе мăнастирсен настоятелӗсем, вырăнти духовенство, тӗрлӗ регионсенчи паломниксем хутшăнчӗç.

Престол уявне халалланă литургие Хусан Епархийӗн управленийӗн протоиерейӗ Владимир Самойленко илсе пычӗ. Уяв юррисене арçынсен тата Хусанти духовнăй семинарин хорӗсем юрларӗç. Владимир Самойленко протоиерей чиркӳ настоятельне Игнатий игумена тата пухăннă халăха престол уявӗпе саламларӗ, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан ятӗнчен пил сăмахӗсене каларӗ. (Митрополит престол уявне Мускав тата Пӗтӗм Русь Патриархӗн Кирилăн 70 çуллăхне уявлама Мускава кайнипе килеймен. - Авт.). Вăйлатнă ектинияра тӗн çыннисем Патриарх Кирилшăн сывлăх ыйтрӗç. Литургие пухăннă духовенство чиркӳпе Хусан хулин хӳтӗлевçине - çветтуй асапçă Кирила асăнса мухтавлă юрă юрларӗç. Кун хыççăн пухăннисем архиерей подворийӗ çӳмӗнчи «Апостол» вырсарни шкулӗнче Хусанти вырсарни шкулӗсен вӗренекенӗсен, çамрăксен организацийӗсен тата прихожансен концертне курма пултарчӗç. Унтан кунтах Хусан епархийӗн тӗн вӗрентӗвӗн уйрăмӗ вырсарни шкулӗсен вӗрентекенӗсемпе арçын ачасем валли «Çветтуйсен пурнăçӗ - çын паттăрлăхӗн чи лайăх тӗслӗхӗсем» практикум ирттерчӗ.
Çветтуй асапçă Кирилл 1920 çултанпа Хусан митрополичӗ пулнă. 17 çул лагерьсемпе тӗрмесенче ларнă. Тав­рăнмалла мар, ячӗ манăçа тухтăр тесе унта ăсатнă ăна. 1937 çулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче митрополита УНКВД йышă­нăвӗпе персе вӗлернӗ.
Пӗр кун маларах Хусан митрополичӗ çветтуй асапçă Кирилл ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Игнатий игумен Хусанти Благовещени соборӗн настоятелӗпе Константин Колыванов иерейпе пӗрле чирлекенсем валли соборовани турӗç. Ăна ытларах çичӗ священник ирттерет, анчах питӗ кирлӗ чухне пӗччен те ирттерсен юрать. Çак кун соборование Хусан çыннисемсӗр пуçне Шупашкарпа Ульяновск хулисенчен 60 çынна яхăн чăваш килчӗ. Вӗсем Игнатий аттесӗр тунсăхланине, ун патнех чун туртнине куççуль витӗр каларӗç. Сăмах май, Игнатий игумен çирӗм çул ытла Ульяновскра ӗçленӗ, çулталăк ытла Хусанта тăрăшать, çапах та ытти хуласенчи паствасем (пӗр-пӗр чиркӳ прихожанӗсем) ун патне килсех тăраççӗ.
«Соборовани вăл ытларах чирлӗ çынсем валли. Анчах çын ӳт чирӗпе кăна мар, чун чирӗпе те чирлет. Чун чирӗ вара тата хăрушăрах: çын пӗрмай тарăхать, ăшӗ çунать, урăх çынна çилленет, кураймасть, айăплать, ылханать, хирӗçет, кӗвӗçет, мăнкăмăлланать, тав тăва пӗлмест. Соборовани чунпа ӳт чирӗсене сип­леме пулăшать. Анчах та, унпа кăна мар, çыннăн чи малтан Турă умӗнче чун-чӗререн ӳкӗнмелле, çылăхӗсене каçарма ыйтмалла. Чунпа, шалтан тасалмасан, хăть темиçе хутчен соборование çӳре - пулăшмӗ. Усал çынна нимӗнле эмел те пулăшмасть. Чун-чӗререн кӗлӗ туса Турăран сывлăх ыйтмалла. Соборованире эпир чирлесе тăракансене Турă сывлăх патăр, çын хăйӗн, ашшӗ-амăшӗсен, ăру çылăхӗсене Турăран каçарма ыйтса кӗлӗсемпе апостол канонӗсене вулатпăр.Чирлӗ çынна «ӳтпе чуна сыватассишӗн!» тесе çветить тунă çупа çамкине, куçӗсене, хăлхисене, çăварне, ал лаппине, кăкăрне çичӗ хутчен сӗретпӗр», - ăнлантарчӗ Игнатий игумен.
«Турра ӗненмен çын чунӗпе вилнӗ, çывăрать вăл çын. Тумтирӗ те çук унăн. Выçă вăл. Ку пурнăçра пирӗн пурин те çӳлти Турăпа тӗл пулма хатӗрленмелле. Çылăхсене каçарттармалла, хăвăрăн та каçарма вӗренмелле. Пурнăç питӗ кӗске, паян эпир пур, ыран çук. Вилӗмрен хăрамалла мар. Иисус юнӗпе ӳтне пая кӗрсех (причастие) тăмалла. Ку вăхăтра çын ирӗлсе Христоспа пӗрлешет, Турă çын ăшне, чӗрине вырнаçать. Пӗр чарăнми мухтав Турра, тав Турра темелле! Пӗр-пӗрне пулăшма тăрăшмалла, ӗçпе мар-тăк - сăмахпа, сăмахпа мар-тăк - кăмăлпа. Эпӗ пур çынна та чиркӗве килме ыйтатăп. Килӗр, чăваш-и эсир, вырăс-и, урăх халăх çынни-и. Пӗрле кӗлтăвăпăр, калаçăпăр, йăпанăпăр, чуна лăплантарăпăр! Чиркӳ вăл хӗвел пек пулмалла, кашнине çутатмалла», - пӗтӗмлетрӗ Игнатий игумен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев