Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Усламçăсене микрозаймсем пама пуçланă

Декабрӗн 28-мӗшӗнче «Татар-информ»информаци агентствинче «Татфондбанк» лару-тăрăвӗпе черетлӗ пресс-коференци иртрӗ. Журналистсемпе ТР экономика Министрӗ Артем Здунов, «ТР предпринимательсене пулăшассипе фончӗ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорӗ Андрей Афонин, «Ак Барс» банкăн корпоратив бизнесӗн департаменчӗн директорӗн çумӗ Наталья Фадеева, Сбербанкăн корпоратив бизнес енӗпе управляющийӗн çумӗ Дмитрий Волостнов тӗл пулчӗç. Анчах эпир кӗтнӗ пек...

Декабрӗн 28-мӗшӗнче «Татар-информ»информаци агентствинче «Татфондбанк» лару-тăрăвӗпе черетлӗ пресс-коференци иртрӗ. Журналистсемпе ТР экономика Министрӗ Артем Здунов, «ТР предпринимательсене пулăшассипе фончӗ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорӗ Андрей Афонин, «Ак Барс» банкăн корпоратив бизнесӗн департаменчӗн директорӗн çумӗ Наталья Фадеева, Сбербанкăн корпоратив бизнес енӗпе управляющийӗн çумӗ Дмитрий Волостнов тӗл пулчӗç. Анчах эпир кӗтнӗ пек «Татфондбанкпа» мӗн пулнине вӗсем татса каламарӗç. Мӗн чухлӗ ыйту парсан та çиелтен хуравларӗç. Паллă ӗнтӗ вӗсем пирӗнпе банкăн лару-тăрăвне уçăмлатас тӗллевпе мар, паника тухассине чарас шутпа тӗл пулчӗç. Имӗш, халӗ те банкпа мӗн пулни паллă мар, вăхăтлăх администраци тӗпчевсем ирттерет. Паллах, ку банк ертӳçисен йăнăшӗпе, активсемпе тӗрӗс мар усă курнипе пулчӗ тесе каламӗç. Юлашки кунсенче банкăн санаторӗсем патне уйрăм çынсемпе предприяти-организацисенчен страховани тӳлевӗсем, займсем илме миçе заявлени илнин, миçӗшин ыйтăвӗсене тивӗçтернин цифрисемпе çеç паллаштарчӗç.

Вӗсем çапларах: «Ак Барс» банк «Татфондбанк» вкладчикӗсене 1,3 миллиард тенкӗ тӳленӗ, ку страховани тӳлевӗсен çуррипе танлашать. Пӗтӗмпе «Ак Барс» урлă 18,5 пин çын тӳлев илӗ. Уйрăм клиентсемпе харпăр предпринимательсене вăхăтлă пулăшас тӗллевпе хӗрӳ телефон линине те уçнă. Ыйтусем пур пулсан 8(800) 200-53-03 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.

«Ак Барспа» Сбербанк представителӗсем пӗлтернӗ тăрăх, «Татфондбанкпа» «Интехбанк» клиенчӗсем вӗсем патне льготăллă кредитсем илме заявкăсем çырма пуçланă. Наталья Фадеева сăмахӗсемпе, предпринимательсене пулăшассипе темиçе программа пуçарнă. Пӗрремӗшӗпе гаранти фончӗн поручительствипе 2 миллион тенкӗ таран параççӗ, иккӗмӗшӗ калăпăшлăрах - 100 миллион тенкӗ таранах. Икӗ кун хушшинче «Ак Барсра» 290 расчет счечӗ уçнă, 12,5 миллион тенкӗ илме 3 заявка хăварнă.

Андрей Афонин каланă тăрăх, предпринимательсем ытла нумай илме тăрăшмаççӗ, вӗсене халӗ чи малтан ӗç укçипе налогсем тӳлесе яма укçа кирлӗ. Çӗнӗ çул уявӗсенче ахалех процент тӳлесшӗн мар, паллах, çавăнпа 300-400 пин тенкӗпех çырлахаççӗ.

Сбербанкра та экспресс пулăшу программи пур. Дмитрий Волостнов сăмахӗсемпе, кредита документсен минималлă пакечӗпех параççӗ. Паянхи куна заявкăсем пит нумай мар.

Экономика министерстви хăй енчен предпринимательсене пулăшас тӗллевпе «Татфондбанк» клиенчӗсене пӗчӗк процентпа микрозаймсем пама сӗннӗ. Паяна 5 процент ставкăпа пурӗ 3 клиент микрозайм илнӗ, пӗтӗмпе 1 миллион тенкӗлӗх. Çак тӗллевпе кирлӗ укçа-тенке 1 миллиард тенкӗ чухлӗ Инвестиципе венчур фондӗнчен куçарнă. Лару-тăру майлашăнсан ăна каялла тавăрса памалла пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев