Сувар

Успени соборӗ халӗ тӗнче культурин пуянлăхӗ

Тутарстан историне 2017 çул та ылтăн саспаллисемпе çырăнӗ. Свияжск хула-утраври Успени соборӗпе мăнастирӗ ЮНЕСКОН Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗчӗ. Çакна çирӗплетекен символикăна паян Успени соборӗ стени çине çирӗплетрӗç. Çапла вара кăçалтан успени соборӗпе мăнастир комплексӗ Тутарстанăн, Раççейӗн кăна мар, пӗтӗм тӗнчен культура пуянлăхӗ. Çак хаваслă церемоние ЮНЕСКОН генеральнăй директорӗ Ирина...

Тутарстан историне 2017 çул та ылтăн саспаллисемпе çырăнӗ. Свияжск хула-утраври Успени соборӗпе мăнастирӗ ЮНЕСКОН Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗчӗ. Çакна çирӗплетекен символикăна паян Успени соборӗ стени çине çирӗплетрӗç. Çапла вара кăçалтан успени соборӗпе мăнастир комплексӗ Тутарстанăн, Раççейӗн кăна мар, пӗтӗм тӗнчен культура пуянлăхӗ.

Çак хаваслă церемоние ЮНЕСКОН генеральнăй директорӗ Ирина Бокова, РФ культура министрӗ Владимир Мединский, ТР Патшалăх канашçи, «Возрождение» фонд председателӗ Минтимер Шаймиев, Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Феофан хутшăнчӗç.

Минтимер Шаймиев сăмахӗпе, 2010 çулта Пăлхар хулипе Свияжск хула-утрава çӗнӗрен чӗртес ӗçе пуçăнсан республика ку енӗпе çакăн пек пысăк çитӗнӳ тăвасса шутламан та, халӗ акă Аслă Пăлхар хули те, Свияжскри Успени соборӗпе мăнастир комплексӗ те ЮНЕСКО списокӗнче. Çавăнпа Минитимер Шарипович çак пуçарăва тӗрев панисене, ӗçре пулăшнисене, малалла та пулăшакансене пурне те тав турӗ. Астăвăма, историе, культурăна сыхласа хăварас ӗçе республика япăх тума пӗлменнине палăртрӗ вăл.

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та çак савăнăçлă кун тӗлне кӗтмен парне хатӗрленӗ иккен. Свияжск хула-утрав музей-заповедника экскурсисем йӗркелеме икӗ автобус, мăнастире вара катер парнелерӗ. Хăй çак церемонире пулайманнипе уçăсене М. Шаймиев пачӗ.

Аса илтеретпӗр, ЮНЕСКО генеральнăй директорӗ Ирина Бокова Тутарстанра иккӗмӗш хут, пӗрремӗш хутӗнче виçӗ çул каялла, Аслă Пăлхар хулине ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртнин сертификатне ТР Президентне Р.Минниханова памашкăн килнӗччӗ.

«Раççейӗн тепӗр культура объекчӗ ЮНЕСКО списокне кӗни пирӗншӗн, тӗнче культурине юратакансемшӗн, хаклакансемшӗн тепӗр савăнăçлă пулăм. Минтимер Шаймиев пек лидерсăр кӗске вăхăтрах çакăн чухлӗ ӗç тăвăнман пулӗччӗ. Чăнах та питӗ нумай ӗç тунă кунта. Виçӗ çул каялла кăна-ха 7 пин турист килнӗ пулсан, халӗ 500 пинрен те иртет. Шанатăп, çитес вăхăтра ку шута миллионран та ирттеретӗр эсир. Свияжск хула-утрав чăнах та питӗ хăйне евӗрлӗ, илемлӗ вырăн, ăна сыхламалла та упрамалла»,- терӗ РФ культура министрӗ Владимир Мединский.

Хăнасем кун хыççăн Свияжск хула-утравпа тӗплӗнрех паллашрӗç. Успени соборӗпе мăнастир комплексене ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртнин сертификатне Ирина Бокова каçхине «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче ТР Президентне Р.Минниханова пачӗ.

Паллах, журналистсене ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне тутарсен Сабантуйӗпе вырăссен Каравонне кӗртес ыйту та хумхантарчӗ. Ирина Бокова ыйтăва хуравланă май хальлӗхе ку уявсем ЮНЕСКО списокне кӗрейменни çинчен пӗлтерчӗ.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: