Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Успени соборӗ ЮНЕСКО списокӗнче!

Свияжск утрав-хулари Успени соборне çак кунсенче Краковăра иртнӗ комитетăн 41-мӗш сессийӗнче ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртни çинчен хыпарлать «Татар-информ» ИА. РАН Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн çумӗ, РФ Президенчӗ çумӗнчи Нацисен хутшăнăвӗн канашӗн президиум пайташӗ Владимир Зорин пӗлтернӗ тăрăх, храма ЮНЕСКО списокне кӗртес процесс çăмăл пулман. Экспертсем культура палăкне килсе...

Свияжск утрав-хулари Успени соборне çак кунсенче Краковăра иртнӗ комитетăн 41-мӗш сессийӗнче ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртни çинчен хыпарлать «Татар-информ» ИА.

РАН Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн çумӗ, РФ Президенчӗ çумӗнчи Нацисен хутшăнăвӗн канашӗн президиум пайташӗ Владимир Зорин пӗлтернӗ тăрăх, храма ЮНЕСКО списокне кӗртес процесс çăмăл пулман. Экспертсем культура палăкне килсе тӗрӗсленӗ, документсене пăхнă. Халӗ вара пӗр шухăшлă пулса Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗх списокне кӗртнӗ.

Сăмах май, Успени соборӗ Тутарстанран ЮНЕСКО списокне кӗнӗ виççӗмӗш объект. Пӗрремӗшӗ Хусан Кремлӗ (кунта православи соборӗпе мечӗт пӗрле вырнаçнă), иккӗмӗшӗ авалхи Пăлхар хули.

Успени соборӗ - Свияжск утрав-хулари паянхи кун ӗçлекен Турă Амăш Успени арçынсен мăнастирӗн авалхи çурчӗсенчен пӗри. Пилӗк ӗмӗр хушшинче вăл улшăнманпа пӗрех. Чи хакли кунта фрескăсем. Вӗсенчен пӗри Раççейре фрескăра упранса юлнă Христофор çветтуйăн лаша пуçлă çар çынни пек кăтартнă пӗртен-пӗр сăнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев