Сувар

Узбексем тутарстансене хисеплеççӗ

Тутарстан Президентне Рустам Минниханова Узбекистанра чи чаплă хăна вырăнне хурса кӗтсе илнӗ. Кун пирки вăл каярахпа Узбекистан Президенчӗпе Шавкат Мирзиеевпа тӗл пулсан каланă. Республика ертӳçин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Рустам Минниханов Узбекистана ӗçпе сентябрӗн 25-мӗшӗнче кайнă. Шавкат Мирзиеев хăй сăмахӗнче икӗ çӗршывăн регионӗсен правительствисен хушшинче килӗшӳ çирӗплетни Тутарстанпа хутшăнусене самай вăйлатни...

Тутарстан Президентне Рустам Минниханова Узбекистанра чи чаплă хăна вырăнне хурса кӗтсе илнӗ. Кун пирки вăл каярахпа Узбекистан Президенчӗпе Шавкат Мирзиеевпа тӗл пулсан каланă.

Республика ертӳçин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Рустам Минниханов Узбекистана ӗçпе сентябрӗн 25-мӗшӗнче кайнă.

Шавкат Мирзиеев хăй сăмахӗнче икӗ çӗршывăн регионӗсен правительствисен хушшинче килӗшӳ çирӗплетни Тутарстанпа хутшăнусене самай вăйлатни çинче пусăм тунă. Сăмах май, ăна кăçалхи çуркунне кăна-ха, Шавкат Мирзиеев апрель уйăхӗнче Раççее килсен алă пусса çирӗплетнӗ. Регионсен туслăхне, паллах ӗнтӗ, халăхсен темиçе ӗмӗре пыракан культурăпа историлле, гуманитарилле çыхăнăвӗсем те вăйлатаççӗ.

Енсем малашне те суту-илӳпе экономика хутшăнăвӗсене аталантарасси, тавар çаврăнăшне ӳстересси пирки калаçса татăлчӗç. Перспективлă енсем шутне нефтьпе газ тата хими, автомобилестроени, промышленность хатӗрӗсен производстви, медицинăпа фармацевтика, агропромышленность сферисене кӗртмелле. Рустам Минниханов палăртнă тăрăх, культурăлла хутшăнусене, туризма малаллах аталантармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: