Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăхăтлă тӗрӗсленни рака çӗнтерме пулăшать

2016 çул Тутарстанра онкологи чирӗсене хирӗç кӗрешессин çулталăкӗ пек иртрӗ. Хăрушă чире хирӗç кӗрешессинче çитӗнӳсем пур-и, çак енӗпе медицина мӗн таран аталаннă, мӗнлерех пӗтӗмлетӳсем тăваççӗ онкологсем? Ыйтусем пурте çивӗч те кирлӗ. Мӗншӗн тесен сăмах этем сывлăхӗпе пурнăçӗ пирки пырать. Шел те, паянхи куна рака хирӗç шанчăклă эмел çук. Сывă юласси...

2016 çул Тутарстанра онкологи чирӗсене хирӗç кӗрешессин çулталăкӗ пек иртрӗ. Хăрушă чире хирӗç кӗрешессинче çитӗнӳсем пур-и, çак енӗпе медицина мӗн таран аталаннă, мӗнлерех пӗтӗмлетӳсем тăваççӗ онкологсем? Ыйтусем пурте çивӗч те кирлӗ. Мӗншӗн тесен сăмах этем сывлăхӗпе пурнăçӗ пирки пырать. Шел те, паянхи куна рака хирӗç шанчăклă эмел çук. Сывă юласси пӗтӗмпех чире хăш тапхăрта тупса палăртнинчен килет.

Ку енӗпе Тутарстан лайăх ӗçлет. Ракпа чирлисем юлашки çулсенче йышланнă пек туйăнни те диагностика шайӗ лайăхланнипе çыхăннă. Ӗлӗк те çынсем чирленӗ, анчах палăртайман кăна. Ракпа ытларах 60-тан иртнисем нушаланаççӗ. Шел те, çамрăксене те пăрса хăвармасть хăрушă чир. 17 çула çитменнисен хушшинче 100 пин çын пуçне 13-шӗ ракпа чирлӗ. Аслăраххисем хушшинче, иртнӗ çулти кăтартусемпе, 100 пин çын пуçне 401-шӗн рак пуррине палăртнă. Кун пирки февралӗн 6-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире Хусан патшалăх медицина академийӗн ректорӗ, ТР тӗп онкологӗ Рустем Хасанов пӗлтерчӗ. Тӗлпулăва ТР Сывлăх сыхлав министерствин Республикăри онкологи клиникăпа диагностика диспансерӗн тӗп тухтăрӗ Ильдар Хайруллин та хутшăнчӗ.
Ильдар Хайруллин пӗлтернӗ тăрăх, пӗлтӗр рак чирне 15545 çынра тупса палăртнă. Хăрушă цифра. Лăплантаракан факт та пур, ракпа чирлисен вилеслӗхӗ чакнă. 2015 çултипе танлаштарсан 44 çын сахалрах, 100 пин çын пуçне 194-шӗ ракпа чирлесе вилет, унччен çак цифра нумайрах пулнă. «Çак кăтартусене шута илсен, пирӗн служба ăнăçлă ӗçлени курăнать. Тӗп задача - чире тупса палăртнипе ви­леслӗх хушшинчи уйрăмлăха ӳстерсе пырасси», - терӗ Ильдар Ильдусович.
Тӗп тухтăр сăмахӗсемпе, çӗнӗ тӗпчев меслечӗсемпе усă курни онкологи чирне тупса палăртассине 12 хут таранчченех ӳс­терме пулăшнă, сăмахран, ама­лăх ракне малтанхи тапхăрта - 74,4, кăкăр шыççине - 67,1, арлăх парӗсен шыççине - 55,5, хулăн пыршă шыççине 50,5 процент чухлӗ.
«Рака юлашки тапхăрта па­лăртнин сăлтавӗсене тӗпчесен ку ытларах чухне пациент тӗрӗсленме килӗшменнипе çыхăннине çирӗплететпӗр. Уйрăмах çулланнисем çапла «хăтланаççӗ». Çавăнпа та пурин те профилактика тӗрӗслевӗ кирли пирки лайăх пӗлмелле. Ку ӗçе эпир тӗн конфессийӗсен представителӗсене те явăçтарма шутларăмăр. Тухтăрсене итлемеççӗ пулсан, тен, тӗн çыннисен сăмахӗ витӗмлӗрех пулӗ. Мӗн тесен те, этем хăй сывлăхӗшӗн яваплă пулнине туймалла», - терӗ Ильдар Хайруллин.
Тутарстанăн тӗп онкологӗ Рус­тем Хасанов халăх патне информаци çитерес ӗç анлăланса пыни пирки каларӗ. Çынсем рак пирки ытларах пӗлме пуçлани диагностика ӗçне вăйлатма пулăшать. Вăхăтлă диагностика йывăр чирлисенчен 57 проценчӗн пурнăçне тăсма пулăшнă - 5 е ытларах та çула, 10-15 çул каялла кăтарту 40 процентран иртмен. Çавăнпа та чире вăхăтлă тупни çав тери кирлӗ, малтанхи тапхăрта палăртсан йăлтах сывалма та шанчăк пур.
Çак тӗллевпе ТР Сывлăх сыхлав министерстви Медицина академийӗпе, онкологи диспансерӗпе пӗрле нумай мероприяти ирттереççӗ, çынсене рак чирӗ çинчен информаципе тивӗçтереççӗ. Медицина академийӗ пӗлтӗр кăна 400 яхăн онколог хатӗрлесе кăларнă, ӗçлекен тухтăрсен квалификацине ӳстернӗ. Онкологи клиники профилактика енӗпе социаллă сетьсенче хăйӗн страницисене уçнă. Куллен унта çӗршер çын кӗрсе тухса усăллă канаш илме пултарать. Çитес вăхăтра, мартăн 6-7-мӗшӗсенче, Хусанти, Элметри, Анат Камăри, Чистайри суту-илӳ центрӗсенче рак профилактикипе акцисем иртеççӗ. Ильдар Хайруллин шучӗпе, ку профилактика тӗрӗслевӗн культурине аталантарма тата унран хăрама пăрахма пулăшӗ.
Рак хăрушă та шелсӗр чир. Шел те, сахалăшӗ ăна çӗнтерме пултараять. Ку чухне нумай чухне этемрен хăйӗнчен, унăн позитивлă шухăш-кăмăлӗнчен килет. Сывалсан та нумай операци хыççăн пациента реабилитаци кирлӗ. Ку енӗпе вара Тутарстанра нимӗнех те çук. Онкологипе чирлисене физиотерапи енчен нумай мӗн юраманнипе вӗсене санаторисемпе ятарлă центрсенче илесшӗн мар, илмеççӗ те. Сăмахран, эндопротез операцийӗ хыççăн çынна час-часах специалистсен пулăшăвӗсӗр ура çине тăратма çук. Çак ыйтăва диспансерăн тӗп тухтăрне парсан Ильдар Индусович пулать тесе шантарчӗ. «Иртнӗ çулта ТР Сывлăх сыхлав министерствин коллегине Тутарстан Президенчӗ янă посланире реабилитаци центрне йӗркелемелли пирки те сăмах пурччӗ. Ку пысăк проект, унта пирӗнсӗр пуçне медицина академийӗ те хутшăнать. Паянлăха диспансерта реабилитаци уйрăмӗ ӗçлет, вăл реанимацирен пуçланать те палатăра малалла тăсăлать. Ку çулта кăнтăрлахи уйрăм ӗçлеме пуçлать. Паллах, ку çителӗксӗр. Кунта клиникăсен сетьне аталантармалла, патшалăх аллинче пулӗç-и вӗсем е харпăр алăра - шутламалла. Практика кăтартнă тăрăх, патшалăх заказӗпе ӗçлекен харпăр клиникăсем пулмалла», - терӗ Ильдар Хайруллин.
Ракпа чирленӗ çынна реабилитацисӗр пуçне палеативлă пулăшу кирлӗ. Сăмах кунта психолог пулăшăвӗ çинчен. Çын хăй хăрушă чирпе чирленине пӗлсен çухалса-хăраса каять, сахалăшӗ хăйне алăра тытма пултарать. Тухтăр диагнозпа ӗçлет пулсан, психолог чунпа ӗçлет. Этем хăй сывалассине шанмасан ăна пулăшма йывăр, операци ăнăçлă иртсен те нумайăшӗ хуйха чăтаймасăр «çунса» кайма пултараççӗ. Тӗнчери практика кăтартнă тăрăх, оптимист çынсем лайăхрах сывалаççӗ. Спикерсен сăмахӗсемпе, республикăра палеативлă пулăшу япăх аталаннă, ку енӗпе ӗçлемеллех. Онкологи диспансерӗн тӗп тухтăрӗ реабилитаципе палеативлă пулăшăва приоритетлă задачăсен шутне кӗртсе вӗсене татса пама шантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев