Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăхăтлă вакцинаци тусан грипп хăрушă мар

ТР Сывлăх сыхлав министерствин Хусанти сывлăх сыхлав управленийӗ хула çыннисене гриппран вакцинаци тăвассипе акци пуçарать. Сентябрӗн 15 мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 15-мӗшӗччен «Проспект Победы», «Козья слобода», «Яшьлек», «Авиастроительная» метро станцийӗсем тата «Казань» агропромышленность паркӗ» умӗнче прививка тăвассипе мобильлӗ бригада ӗçлӗ. Гриппран прививкăна хусансем кашни кун ирхине 10.00 сехетрен пуçласа каçхине 17.00...

ТР Сывлăх сыхлав министерствин Хусанти сывлăх сыхлав управленийӗ хула çыннисене гриппран вакцинаци тăвассипе акци пуçарать. Сентябрӗн 15 мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 15-мӗшӗччен «Проспект Победы», «Козья слобода», «Яшьлек», «Авиастроительная» метро станцийӗсем тата «Казань» агропромышленность паркӗ» умӗнче прививка тăвассипе мобильлӗ бригада ӗçлӗ. Гриппран прививкăна хусансем кашни кун ирхине 10.00 сехетрен пуçласа каçхине 17.00 сехетчен тутарма пултараççӗ, агропарк умӗнче вара, тунтикунсăр пуçне, кашни кун 8.00 сехетрен пуçласа 15.00 сехетчен.

Чăх белокӗ çине вăйлă аллерги пуррисен, вакцинаци вăйлă реакци парсан, унччен прививка тунă хыççăн осложненисем пулнисен гриппран вакцинаци тумалла мар. Сив чирпе аптракансен е çак вăхăтра хăйсене япăх туякансен те тăхтама тивет. Чир сиптомӗсем иртсе кайнă хыççăн икӗ эрнерен тин прививка тума юрать.

Вакцинаци тутарма хăвăрпа пӗрле паспортпа медицина страхованийӗн полисне илмелле.

Грипп мӗнле чир иккенне пурте пӗлеççӗ. Çапах та тепӗр хут аса илтерни ытлашши пулмӗ. Грипп ОРВИ чирӗсен шутне кӗрет, тӗнчере унăн 200 тӗрлӗ тӗсӗ сарăлнă. Çак чир осложненисем пуçланса каяссипе хăрушă. Сипленмесен пневмонипе бронхит аталанса кайма, сывлав çулӗсем тепӗр хутчен бактерилле инфекцисемпе чирлеме, чӗре системи аптрама пултарать е шала кайнă чирсем çивӗчленеççӗ. Иммунитет айваннисемшӗн те вăл хăрушă, уйрăмах аслă çултисемшӗн. Гриппран вилнӗ тӗслӗхсем те çав тери нумай.

Вакцинаци туни гриппа чирлесе каяссине 90 процента чакарать, чирлес пулсан та ăна çăмăлрах ирттерсе яратăр.

Раççейре паян ăна хирӗç «Совигриппа» анлăн усă кураççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев