Сувар

Вакка чăмма хатӗр-и?

( К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Январӗн 18-19-мӗшӗсенче, Турă Шыва кӗнӗ кун (Кăшарни) Тутарстан митрополине кӗрекен епархисен шутӗнчи кашни чиркӳрех уяв кӗллисем иртрӗç. Праçник умӗн (сочельник) Патша сехечӗсене, Василий Великий святителӗн литургийӗпе чаплă каçхи кӗлӗ ирттернӗ, Кивӗ Халалран Турă шыва кӗресси пирки маларахах каласа хунине вуланă. Унтан шыва светить тунă. Хусан тата...

( К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Январӗн 18-19-мӗшӗсенче, Турă Шыва кӗнӗ кун (Кăшарни) Тутарстан митрополине кӗрекен епархисен шутӗнчи кашни чиркӳрех уяв кӗллисем иртрӗç. Праçник умӗн (сочельник) Патша сехечӗсене, Василий Великий святителӗн литургийӗпе чаплă каçхи кӗлӗ ирттернӗ, Кивӗ Халалран Турă шыва кӗресси пирки маларахах каласа хунине вуланă. Унтан шыва светить тунă.

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан Çветтуй Богоявлени праçникӗнче Хусанти Богоявлени чиркӗвӗпе Раифăри мăнастирте кӗлӗсем ирттерӗ.

Вулаканăм, вакăра шыва кӗме шутлатăн пулсан çаксене асра тыт:

1. Кăшарнире çӗр çинчи мӗнпур шыв-шурти шыв çветтуй, сиплӗ, çавăнпа вăл нумай чир-чӗртен сиплет теççӗ. Çапах та тухтăрсем кашни çынна сывлăхне шута илме хушаççӗ. Енчен те сăмса, хăлха, чӗрепе юн тымарӗсен, тытамак (эпилепси), неврит, полиневрит, диабет, глаукома, конъюктивит, ӳпке, ват хăмпин, апат хуранӗн чирӗсемпе аптăратăн пулсан сивӗ шыва кӗме юраманнине асăрхаттараççӗ.

1. Шыва кӗмешкӗн ятарласа хатӗрленӗ вырăна кăна суйламалла. Шыв тарăнăшӗ 1,8 метртан ытла пулмалла мар.

2. Шыва кӗмелли ятарлă тум, типӗ алшăлли тата ăшă халат хатӗрлемелле.

4. Вакка чăмиччен тӗрлӗ хусканусем туса ăшăнмалла, анчах тарличчен мар.

    5. Православи тӗнӗн йӗркипе, вакăра виçӗ хутчен шыва айне чăмса илмелле. Енчен те çанталăк сивӗ, киле вара обществăлла транспортпа таврăнмалла-тăк, çӳçе йӗпетмесен лайăхрах пулать.

    6. Хăшӗ-пӗри шыва чăмсанах сăмахпа ăнлантарма çук савăнăç туять. Çавăнпа шывра ытларах тытăнса тăрас хăрушлăх пысăк. Анчах та ку вăл Турă ырлăхӗ тенине пӗлтермест, сивӗ шыва тăрук кӗнипе организмра пулакан хими реакцийӗ. Çавăнпа та эндорфин витӗмӗпе шывра ытларах тытăнса тăрсан шăнса пăсăласси те инçе мар.

    7. Вакăра шыва кӗнӗ хыççăн ăшăнма тăрăшмалла, анчах эрех-сăрапа мар, вӗри чей ӗçсе.

      8. Сивӗ шыва курсанах иккӗленетӗн, хăраса ӳкетӗн пулсан çын хыççăн ан кай. Хăвăн организма итле, енчен те сивӗ шыва чăмма хатӗр мар пулсан, ан кӗр.

      9. Вакка кӗлӗ тумасăр кӗмелле мар. Кӗлӗ сăмахӗсене пӗлместӗн пулсан, хăвăн сăмахусемпе Турра кӗл тумалла. Çак кун шыв та чӗрӗ теççӗ, çавăнпа унран хăвна кирлӗ мартан, чир-чӗртен тасатма, чуна ырăлăх кӗртме ыйт.

      Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


      Нравится
      Поделиться:
      Реклама
      Комментарии (0)
      Осталось символов: