Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Валентин Паймухин – республикăн хисеплӗ юрисчӗ!

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов паян Хусанти федераллă университетра республикăн чи лайăх юрисчӗсене «Çулталăк юрисчӗ» премипе чысларӗ. Церемоние уçнă май Рустам Нургалиевич Тутарстан юрисчӗсен ассоциацийӗ граждан обществин пӗлтерӗшлӗ инструменчӗ пулнине, вӗсем патшалăх органӗсен, адвокатурăн, нотариуссен представителӗсемпе пӗрле ял хутлăхӗсене тухса çӳренӗрен районсенчи аякри ял гражданӗсем те профессилле юридици услугисемпе усă курма...

ТР Президенчӗ Рустам Минниханов паян Хусанти федераллă университетра республикăн чи лайăх юрисчӗсене «Çулталăк юрисчӗ» премипе чысларӗ. Церемоние уçнă май Рустам Нургалиевич Тутарстан юрисчӗсен ассоциацийӗ граждан обществин пӗлтерӗшлӗ инструменчӗ пулнине, вӗсем патшалăх органӗсен, адвокатурăн, нотариуссен представителӗсемпе пӗрле ял хутлăхӗсене тухса çӳренӗрен районсенчи аякри ял гражданӗсем те профессилле юридици услугисемпе усă курма пултарнине палăртрӗ. 2011 çултанпа 4 пин ытла çын çакăн пек пулăшу илнӗ.

Республикăн пуян опытлă юрисчӗсенчен пӗрин, «Раççей юрисчӗсен ассоциацийӗ» Пӗтӗм Раççейри обществăлла организацийӗн регионти уйрăмӗн аппарат ертӳçин тата ТР ЧНКА канашӗн пайташӗн Валентин Борисович Паймухинăн ӗçне пысăк хак парса ТР Президенчӗ ăна «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ юрисчӗ» хисеплӗ ятпа чысларӗ. Саламлатпăр!

Аса илтеретпӗр, ТР Патшалăх Канашӗн патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăх тата тулашри çыхăнусен ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комиссийӗн председателӗ, депутат Валентин Борисович Паймухин - Пӗкӗлме чăвашӗ. (Сăнӳкерчӗк ТР Правительство сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев