Сувар

Вăрçăра панă орденсем 74 çултан тупăннă

(Ирина Трифонова, К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ) Тăван Çӗршывăн хӳтӗлевçисен кунӗ умӗн, февралӗн 22-мӗшӗнче Хусанта малтан С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче чаплă мероприяти иртрӗ, Хӗç-пăшал çарӗсен ветеранӗсене, генералсемпе офицерсене, мичмансемпе прапорщиксене, салтаксене çитес уявпа саламларӗç тата Аслă вăрçăра пуç хунисене аса илсе тăванӗсене çухалнă наградисене тавăрса пачӗç. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР...

(Ирина Трифонова, К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ) Тăван Çӗршывăн хӳтӗлевçисен кунӗ умӗн, февралӗн 22-мӗшӗнче Хусанта малтан С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче чаплă мероприяти иртрӗ, Хӗç-пăшал çарӗсен ветеранӗсене, генералсемпе офицерсене, мичмансемпе прапорщиксене, салтаксене çитес уявпа саламларӗç тата Аслă вăрçăра пуç хунисене аса илсе тăванӗсене çухалнă наградисене тавăрса пачӗç. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Пулăшуçи Минтимер Шаймиев, СССР Геройӗ Борис Кузнецов хутшăнчӗç.

Президент аллинчен халиччен РФ Оборона министерствинче упраннă ашшӗн наградисене Элмет районӗнчи Патраклăра пурăнакан Лидия Лисина та тивӗçрӗ. Унпа эпир Корстон комплексра тӗл пулса калаçрăмăр. Лидия Савельевна савăннине пытармарӗ, çапах хытă хумханни те палăрчӗ. Ара, çакăн пек пӗлтерӗшлӗ пулăмсем кашни кун пулмаççӗ.

  • Манăн атте Савелий Епифанович Антиков вăрçăран таврăнайман, 1944 çулта çӗршывшăн çапăçса пуç хунă. Аттене курман пулсассăн та, вăл та мана курман, пӗлмен пулсассăн та вăл хуть хăçан та ман пуçра, хам çумра çӳренӗ пек туйăннă, халь те çаплах. Атте мана çак куна çитиччен ăшă сывлăш парса, ӗçре пулăшса пынă пек. Вăл шкулта ӗçленӗ, ачасене юратни те мана унранах куçнă пек туйăнать. Эпир паян ун ӗçне тăсса пыратпăр, - терӗ Лидия Савельевна.

Çапла 74 çултан Савелий Антиковăн Аслă вăрçăра кăтартнă паттăрлăхӗшӗн панă наградисем - Хӗрлӗ Çăлтăр тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗсем тăванӗсем патне тинех çитрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: