Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăрманта йӗрке çук-тăк – пӗлтер

Вăрман пирӗн пуянлăх тетпӗр пулсан, эппин ăна упрама та пурте тăрăшмалла. Çак тӗлӗшпе ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви тутарстансене вăрманти йӗркесӗрлӗхе курсанах «Берегите лес» мобильлӗ сервис урлă Федераллă диспетчер службине пӗлтерме ыйтать. «Берегите лес» приложени çӗршывăн хуть хăш вăрманӗнчи йӗркесӗрлӗх çинчен диспетчера хăвăрт та ансат пӗлтерме май парать. Кунсăр пуçне çак...

Вăрман пирӗн пуянлăх тетпӗр пулсан, эппин ăна упрама та пурте тăрăшмалла. Çак тӗлӗшпе ТР Вăрман хуçалăхӗн министерстви тутарстансене вăрманти йӗркесӗрлӗхе курсанах «Берегите лес» мобильлӗ сервис урлă Федераллă диспетчер службине пӗлтерме ыйтать.

«Берегите лес» приложени çӗршывăн хуть хăш вăрманӗнчи йӗркесӗрлӗх çинчен диспетчера хăвăрт та ансат пӗлтерме май парать. Кунсăр пуçне çак приложени урлă хыпара сăнӳкерчӗкпе, йӗркесӗрлӗх е хăвăр ăçта пулнă вырăнăн координачӗсене çирӗплетсе яма пулать.

Çаплах приложенире Вăрман хуçалăхӗн федераллă агентствин тата вăрманпа çыхăннă ытти ведомствăсен хыпарӗсемпе тата документсемпе паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев