Сувар

Васкавлă пулăшура Стас Кукушкин

(Ирина Кузьмина. Майя Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 12-13-мӗшӗсенче Хусанта КФУри Медицинăпа биологи институтӗнче васкавлă медицина пулăшăвӗ парас енӗпе Раççейри медицина тата медицинăпа çыхăнман аслă шкулсенчи студентсен Пӗтӗм Раççейри олимпиади иртет. Аслă шкулсен командисем практика пайӗнче чăн пурнăçринчен кая мар лару-тăрура васкавлă медицина пулăшăвӗ пама пӗлмелле. Ӗнер практика пайӗнче медицинăпа çыхăнман аслă...

(Ирина Кузьмина. Майя Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Октябрӗн 12-13-мӗшӗсенче Хусанта КФУри Медицинăпа биологи институтӗнче васкавлă медицина пулăшăвӗ парас енӗпе Раççейри медицина тата медицинăпа çыхăнман аслă шкулсенчи студентсен Пӗтӗм Раççейри олимпиади иртет.

Аслă шкулсен командисем практика пайӗнче чăн пурнăçринчен кая мар лару-тăрура васкавлă медицина пулăшăвӗ пама пӗлмелле.

Ӗнер практика пайӗнче медицинăпа çыхăнман аслă шкулсен командисем ăмăртрӗç пулсан, паян пулас тухтăрсен командисем вăй виçеççӗ. Сăмах май, вӗсем Мускав, Санкт-Петербург, Великий Новгород, Волгоград, Ульяновск, Ижевск, Ярославль, Якутск, Екатеринбург, Дагестан, Рязань, Чулхулапа Хусан медицина аслă шкулӗсенчен килнӗ. Тутарстанран икӗ команда хутшăнчӗ. Вӗсен институтăн Стимуляци тата имитаци вӗренӳ центрӗнче чăн-чăннинчен кая мар условисенче пирвайхи васкавлă медицина пулăшăвӗ (тин çуралнă ачана вилӗмрен çăласси, сывлама чарăннисене сывлаттарса ярасси, çул-йӗр инкекне лекнисене вырăнтах пулăшу парасси, тата ытти те) пама пӗлнине кăтартмалла.

Тутарстан медстуденчӗсен командинче чăваш каччи Станислав Кукушкин ( Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел каччи) та пур. Вăл Хусанти медуниверситетăн 6-мӗш курс студенчӗ. Сăмах май, Стас тухтăрсен династийӗнчен. Унăн ашшӗ Иосиф Виссарионович районӗпе паллă хирург, тăван тетӗшӗ Андрей те хирургах, хальхи вăхăтра Ярославль хулинчи больницăра тăрăшать. Стас хăй те пулас хирург.

Ăмăрту паян иртенпех пырать, командăсем йышлă, çӗршывăн чи вăйлă медицина аслă шкулӗсенчен килнӗ-çке. Эпир ăмăртăва хутшăннă Станислав Кукушкинпа калаçнă вăхăтра ăмăрту вӗçленменччӗ-ха, пӗтӗмлетӳ кăшт каярах паллă пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: