Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăт çынна аван ту

1980-мӗш çулсенче Шупашкар хулинчен Чӗмпӗр тăрăхне таврăнма тӳр килчӗ. Тутарстанпа кӳршӗллӗ районри пысăк яла ӗçе вырнаçрăмăр. Шупашкара кайса хӗнпе пурăнма ӗçе вырнаçнăччӗ, хам валли пӳлӗм илме те май пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм, хăйӗн кӗвӗçлӗхне çӗнтерейменнине пула, мана ӗçрен тытăнса килнӗшӗн, канмалли кун ӗçе кайнăшăн, ӗçре хама усал тытманшăн тата тӗрлӗ сăлтавсем...

1980-мӗш çулсенче Шупашкар хулинчен Чӗмпӗр тăрăхне таврăнма тӳр килчӗ. Тутарстанпа кӳршӗллӗ районри пысăк яла ӗçе вырнаçрăмăр. Шупашкара кайса хӗнпе пурăнма ӗçе вырнаçнăччӗ, хам валли пӳлӗм илме те май пурччӗ ӗнтӗ. Мăшăрăм, хăйӗн кӗвӗçлӗхне çӗнтерейменнине пула, мана ӗçрен тытăнса килнӗшӗн, канмалли кун ӗçе кайнăшăн, ӗçре хама усал тытманшăн тата тӗрлӗ сăлтавсем тупса килте е ӗçе пырса хирӗçӳсем кăларатчӗ. Аллине те «тăскаласа» пăхрӗ.
Эпӗ пысăк лавккара заведующий пул­са ӗçлеттӗм, манăн хуçалăхра уйрăм сăра барӗ, çăкăр, сӗт-çу, аш-какай, кăлпасси, сахăр-канфет уйрăмӗсемччӗ. Канмалли кунсенче кайса тӗрӗслеме тӳр килетчӗ. Каймасан - тунтикун ӗçе пынă çӗре - е тӗрлӗ пăтăрмахсем кӗтетчӗç, е милиционер. Суту-илӳре ун чухне, паллă ӗнтӗ, сутуçăсем юраман япаласене сутса çакланатчӗç. Тавар тиекенсем, урай çăвакансем, урам пуçтаракансем ӗç вăхăтӗнчех ӗçсе милици аллине лекетчӗç. Мана вара вӗсемшӗн пӗçеркке çакланатчӗ. Çавăнпа та ӗçе нумай вăхăт уйăрма тӳр килетчӗ, килте вара хирӗçӳ пуçланатчӗ.
Кӳлешӗвӗн вӗçӗ-хӗрри пулманнипе уйрăлма шут тытрăм. Упăшка мана: «Уйрăлатăн пулсан кай хăв Чӗмпӗрне, кунта ан юл. Эпӗ урăх авланатăп, эсӗ мана хăрăка хăваратăн, ача та тумастăн», - тесе эрлентерчӗ. Ӗçрен кăларасшăн пулмарӗç. «Магазина шанса патăмăр, тинех лайăх ӗçлеме пуçланăччӗ. Упăшкапа уйрăлнипе ӗçрен кам тухать?» - тесе кадр­сен пуçлăхӗ манăн заявление илмерӗ. Эпӗ вара суту-илӳ пуçлăхӗ урлă куççуль тăкса, йăлăнса ӗçрен тухса Чӗмпӗр тăрăхнелле килтӗм. Мăшăрăм тени те виçӗ кунранах хыçран персе çитрӗ, урăх авланма та шутламарӗ пулас, çак ялтах ӗçлекелесе пурăнчӗ. Хăйшӗн - хăй.
Ку ялта колхозран совхоз тунă вăхăта килсе çитрӗмӗр эпир. Йăмăкăн икӗ пӗчӗк хӗр ача пурччӗ, вӗсемпе йăпанаттăмăр. Сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, тӗрлӗ вăйăсем выляса пире савăнтаратчӗç. Эпир иккӗн сельмагра ӗçлерӗмӗр. Совхоз директорӗ те, тутар ачи, пирӗн пек килнӗскер пулчӗ. Хӗллехи вăхăтра столовăй ӗçлеменнипе кăнтăр апатне магазинра пӗрле çиеттӗмӗр. Пӗри киле кайса выльăхсене апат парса килет, тепри лавккарах юлать. Апат вăхăтӗнче хуларан тавар илсе килетчӗç, машинана пушатмасăр ярсассăн таварсăр юлатăн. Çавăнпа та таварсене хатӗрлемелле, тасатмалла. Халăх укçаллăччӗ, тавар çитместчӗ, ялан лавккана сыхлатчӗç. Йăмăкăн мăшăрӗ те эрехпе иртӗнме пуçларӗ. Çавăнпа йăмăка икӗ хӗрачипе хам пата илсе килтӗм. Кӗрӳ пулнăскер мана паянхи кунччен те каçармасть пулать, эрехӗ айăплă мар пушшех. Каярахпа вара вӗсем хăйсем пуççăнах уйрăлчӗç, йăмăк урăх çынпа çемье çавăрчӗ, паянхи кун та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнаççӗ. Чӗмпӗр çӗрӗнче вун пилӗк çул пурăнсан ман мăшăр çӗре кӗчӗ. Эпӗ хама йăпанчăк хӗр пӗрчиллӗ пултăм. Ăна ӳстертӗм, хӗрӗм 23 тултарчӗ, вӗренет-ха.
Совхоз директорӗ ырă çынччӗ (йывăр тăпри çăмăл пултăр, çамрăкла вилчӗ), лавккаран хăтăлсан мана комендант, завхоз, завсклад ӗçӗсене шанса паратчӗ. Ӗлкӗрейменни е пултарайманни çинчен пӗлтерсен: «Ӗлкӗретӗн, пултаратăн, эпӗ сана шанатăп. Эсӗ манăн палочка-выручалочка», - тетчӗ.
Çапла пӗр çулла почта заведующийӗ канма тухасшăн, хăй вырăнне мана юлма ӳкӗтлет. Эпӗ вăхăт çитерейместӗп тесе килӗшместӗп. Вăл директора калаçтарса мана ун урлă хăй вырăнне хăварчӗ. Эпир тухнă хыççăн лавккара сутуçăсем час-часах улшăнса пычӗç. Хăнăхса çитетпӗр кăна, татах урăх сутуçăсем килеççӗ ютран. Ялтисем кӗрекенсем çукчӗ ку ӗçе, çăхав çыракан нумайччӗ. ОБХССа, халăх контрольне, хаçатра ӗçлекенсене ялан хамăр тӗрӗслӗхе кăтартмаллаччӗ. Тавар çук, талонпа тивӗçтермелле. Укçине совхоз аван тӳлет, халăх усал, килнӗ çынсене таптасшăн. Совхоз директорӗ хута кӗнипе тӗрлӗ çӗре çăхав яратчӗç. Лавккара Краснодар крайӗнчен килнӗ пӗр хӗрарăм ӗçле пуçларӗ, пенсие кайма юлашки çулӗсене ӗçлеме килнӗ пулмалла ӗнтӗ. Урисем ыратаççӗ, хуллен тайкаланса çӳрет, халăх лавккара ялан черет тăрать. Эпӗ пырса кӗретӗп те: «Анна, иди за прилавок, отпусти нас, а то сегодня мы здесь свой день простоим», - тет чăваш мар халăх. Эпӗ вара: «Нет уж, у меня другая работа, она сама справится», - текелесе черетсӗр кăна илсе тухаттăмччӗ. Тепӗр чухне çăкăр сутма пулăшаттăмччӗ.
Ирхине планеркăна килнӗ чухне си­вӗрех пулнипе ăшă тумтир тăхăнаттăмччӗ, наряд илсессӗн киле кайса чей ӗçеттӗмччӗ. Е совхоз валли тавара кайма транспорт парсан, тумсене улăштараттăмччӗ. Кăнтăрла хыççăн, хулана кай­нă тумпа çӳреместӗн вӗт, варалансан е вараланасран урăххине тăхăнаттăм. Вара лавккана кӗрсен мана çак сутуçă: «Опять другие наряды, сколько их у Вас? Подарите-ка мне тоже», - тесе калатчӗ. Çапла кулкалаттăмăр. Ӗнтӗ кам шутланă ăна чăнах тум кирлӗ пулассине? Ӗçре тăхăнма юрать тесе пӗр-икӗ кӗпе патăм.
Çапла эпӗ почта заведующийӗнче ӗçлетӗп, ку сутуçă. Лавккара ӗçлесе пухнă укçана почтăна килсе парать. Куллен памалли укçана ик-виç куна пӗрре кăна парать. Вӗсем те нумай мар. Эпӗ хам ӗçленӗ тăрăх лайăх чухлатăп, пӗр кунта лавккана мӗн чухлӗ укçа кӗнине пӗлетӗп. Уйăх пӗтсе пырать, халăха пенси салатнă, укçана сумка ăшне хуратăп та куллен валеçсе пыратăп. Почтăра укçа хăварма юрамасть. Ирхине почта машини киличчен лавккаран укçа илетӗп те, ытти ӗçсене вӗçлесе, сумкăна сургучпа çыпăçтарса çыхса хуратăп. Сутуçă васкарах кăна хăтланса 300 тенкӗ укçа парса квитанци илсе тухса кайрӗ. Пӗлетӗп, ку кунсемшӗн унăн 2 пине яхăн пухăнмалла. Уйăх пӗтсен сутуçă ман пата килчӗ те: «Малтан 1000 тенкӗ панин квитанцине çухатнă, мана тата çырса памастăн-и?» - тет. Эпӗ вара: «Ун пек урăх çырăнмасть. Квитанци санра çухалнă пулсан та сельпора çухалмасть, эпӗ янă квитанцин иккӗмӗш экземплярӗ унта пулать», - тесе ăнлантартăм. Пурпӗрех «хама отчет тума» тесе хут листи çине номерне, числине çырса квитанци вырăнне хурап тесе даннăйсем илсе кайрӗ. Паллă япала, ку хут листине бухгалтер тепӗр хут йышăнман.
Лавочный комиссире пулнипе ку сутуçă ялан мана пăсăк продуктсемпе акт çыртарса алă пустаратчӗ. Хăш чухне иртнинче пăрахăçланă апатсемех пулнă пек туйăнатчӗç. «Çук-çук, татах пăсăлчӗç», - тесе шантаратчӗ. Вара эпӗ председатель чухлӗ-ха тесе сутуçа шеллесе алă пусаттăм.
Хӗлле, Çӗнӗ çул уявӗсем иртсен, эпӗ кăшт канмалли илтӗм те тăвансем патне Иркутск хулине самолетпа вӗçсе кайрăм. Вӗсем ялта пурнăç йывăр чухне çăмăл пурнăç шыраса тухса кайнă та, каялла курма та килеймеççӗ. Эпӗ атте хушнипе пысăк аппан вилтăпри çине кайса куртăм. Çӗрле Самара вӗçсе килтӗм, унтан таксипе киле таврăнтăм. Мана йăмăк: «Паян килет тенипе сана леш Краснодар майри темӗн вăхăтчен кӗтсе ларчӗ», - тесе каласа пачӗ. Çывăрса тăриччен хайхи ирех килсе те кӗчӗ. Ыталаса чуп турӗ килнӗ ятпа, ӗнтӗ лайăх калаçать: «Пӗр пин тенкӗ укçа парса тăр-ха пӗр эрнене, ревизи килмелле», - тет. «Манăн алăра ун чухлех çук, Иркутска кайса пӗтерсе килтӗм. Юрӗ, ак, сберкассăна кайса илсе килсе парăп кăнтăрла иртсен», - тесе тавăртăм. Сберкасса райцентрта. Унта тухса кайиччен правление, почта кӗрсе тухас-ха тесе кайрăм. Почтăра мана заведующий калать: «Анна Степановна, лавкка сутуçи мӗнле-тӗр квитанци шыраттарчӗ, эсир çырса паман тесе манран çыртарасшăн пулчӗ. Эпӗ çырмарăм, ун пек йӗрке çук», - тет. Тинех ăнланса илтӗм кăна, мӗншӗн манран 1 пин тенкӗ укçа ыйтнине. Эпӗ квитанци паман пулать, укçине илнӗ пулать. Кун хыççăн тӳрех район почтине кайрăм та квитанци копийӗсене пурне те тӗрӗслерӗм. Пурте вырăнлă. Ялти лавк­кана таврăнтăм та, мӗн калать ку тесе кӗтсе тăратăп.
«Привезли, моя дорогая, мне денежки? А то я в огне», - тет. «Нет, не привез­ла, мне не дали. Они сказали, что ты обманным путем хочешь присвоить 1 тысячу рублей», - терӗм. Ку хӗрарăм улшăнса кайрӗ: «Откуда они узнали, не должны так сказать?» - тет. «Узнали через сельпо», - терӗм, почта заведующийне сутмарăм. Урăх нимӗн те калаçмарăм, тухса кайрăм. Ревизи пулсан укçи тухман кун, çынран тупса тӳленӗ.
Ман çинчен ОБХССа темӗн тăрш­шӗ çыру çырса янă. Имӗш, мӗнле чее хӗрарăм эпӗ, пурне те хам майлă çавăрнă, юлташӗсем пурте пуçлăхсем, манăн укçапа тумланса çӳрет, пурне те сăхлантарать, миçе шашкă (норка) çӗлӗк, миçе хаклă тир çухалă пальто... юбка, атă, туфли миçине те çырнă. ОБХСС начальникӗ: «Анна Степановна, çак ялта сиртен пуянрах, чеерех çын та çук тесе çыраççӗ те, эпӗ урăхла калатăп: сиртен аван çын, ырă кăмăлли, ӗçре хастарри, çынна шанаканни, шеллекенни, ăнланаканни çук пуль. Пӗр эсир кăна, çавна шанатăп», -тесе ăсатрӗ.
Комендант пулнипе Краснодартан килнӗскере хваттер тупса, ремонт тутарса партартăм. Сутуçăн хăйпе пӗрле килнӗ çирӗм çултан иртнӗ ывăлӗ пурч­чӗ. Ăна салтакран тарнă тесе калаçатчӗç, унăн хушамачӗ те амăшӗнни пек марччӗ. Пӗр чăматанпа килнӗскерсене кăштах çын евӗрлӗ пурăнччăр тесе, ывăлне ӗç парса, наряд çыртарса ӗçлеттереттӗмч­чӗ. Хамăр патра мунчара çăвăнтараттăмччӗ, хăнана та чӗнеттӗмччӗ. Вăл вара мана чутах мăшкăл кăтартатчӗ.
Турă пурах, вăл курать. Мана малашне те ан пăрахтăрччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев