Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăйлă педагогчӗ

Муза Христогоновна Майо­ро­ва (Христогонова) Чăваш АССРӗн Çӗрпӳ районӗнчи Байгеево ялӗнче 1927 çулта çуралнă. Шкул пӗтерсен Хусанти химипе технологи институтне вӗренме кӗнӗ. Пӗрремӗш курс хыççăн Шупашкара куçса вырăнти педагогика институтӗнчи физикăпа математика факультетӗнче вӗ­ренме пуçланă. Диплом илнӗ хыççăн направленипе Октябрьски районӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвăрри районӗ) Октябрьски вăтам шкулне математика предметне вӗрентме килет....

Муза Христогоновна Майо­ро­ва (Христогонова) Чăваш АССРӗн Çӗрпӳ районӗнчи Байгеево ялӗнче 1927 çулта çуралнă. Шкул пӗтерсен Хусанти химипе технологи институтне вӗренме кӗнӗ. Пӗрремӗш курс хыççăн Шупашкара куçса вырăнти педагогика институтӗнчи физикăпа математика факультетӗнче вӗ­ренме пуçланă. Диплом илнӗ хыççăн направленипе Октябрьски районӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвăрри районӗ) Октябрьски вăтам шкулне математика предметне вӗрентме килет.
1953 çулта эпир 8-мӗш клас­ра вӗренеттӗмӗр, Муза Хрис­тогоновна пирӗн класс ертӳçи пулчӗ. Чи малтан эпир ăна питӗ çирӗп те нумай ыйтакан учитель пек йышăнтăмăр, анчах та вăхăт иртнӗçемӗн Муза Христогоновна пирӗншӗн шанчăклă класс ертӳçи пулса тăчӗ.
Унтанпа 62 çул та иртрӗ ӗнтӗ, çапах та Муза Христогоновна математикăна доска умӗнче мӗнле лăпкă та тӗплӗн ăнлантарнисем (уйрăмах геометри предмечӗсенче) халӗ те асра.
...1957 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен пирӗн шкулăн иккӗмӗш хутӗнче, чи курăнакан çӗрте юлашки экзаменччен миçе кун юлнине кăтартакан пӗлтерӳ çакнăччӗ. Ăна кашни ир çӗнетсе тăратчӗç. Пире, 10-мӗш класс ачисене, Муза Христогоновна экзаменсене хатӗрленме пулăшатчӗ. Уроксем хыççăн, эрнине сахалтан та виçӗ хутчен, пирӗнпе хушма занятисем ирттеретчӗ. Питӗ интереслӗччӗ те çăмăлччӗ унпа вӗренме. Вăл тарăн пӗлӳ панипе пирӗн класс математикăпа экзамена ăнăçлă пачӗ, нумайăшӗ çӗршывăн тӗрлӗ аслă шкулӗсемпе техникумӗсене вӗренме кӗ­чӗ. Паян пирӗн класс вӗренекенӗсем хушшинче тухтăрсем те, строительсемпе учительсем те, вăрманпа ял хуçалăх ӗçченӗсем те пур.
Сăмах май, эпӗ, юлашки клас­ра вӗреннӗ чухне, çурхи шыв кайнă вăхăтра кăшт кăна Аниш юханшывӗнче путмасăр юлтăм. Ун чухне хамăр ял çыннисем çăлса хăварчӗç. Муза Христогоновна манăн сывлăхшăн питӗ хăранăччӗ. Курмассерен сыв­лăхпа, экзаменсене хатӗрленес ӗç мӗнле пынипе интересленетчӗ. Экзаменсене эпӗ лайăхах патăм, анчах та хытă чирлесе ӳкнипе ниçта та вӗренме кӗме ӗлкӗреймерӗм. Ултă эрнерен тин аран ура çине тăтăм, шкул пӗтерекенсен каçне те каяймарăм.
Эпир шкул пӗтернӗ çулах Муза Христогоновна çемйипе (унăн мăшăрӗ Ананий Матвеевич та пирӗн шкултах физика учителӗ тата завуч пулса ӗçлетчӗ) хăйсен тăван Куславкка районне куçса кайнă, унта икӗ çул Карачевски вăтам шкулта ӗçленӗ хыççăн Тӗрлемесе куçнă. Ананий Матвеевич кунта шкул директорӗ, Муза Хрис­тогоновна математика учителӗ пулса ӗçленӗ.
Акă çакăн пек аса илсе çыраççӗ Муза Христогоновна çинчен унăн вӗренекенӗсем.
Октябрьски вăтам шкула 1956 çулта вӗçленӗ, 44 çул çак шкултах математикăна вӗрентнӗ Мария Евгеньевна Матюшова: «Муза Христогоновна пире 8-10-мӗш классенче математика вӗрентрӗ. Вăл маншăн авторитетчӗ. Уроксене питӗ интереслӗ ирттеретчӗ. Вăл вӗрентӗве çӗнӗлӗх те кӗртрӗ - дифференцированнăй вӗрентӳ. Вӗренекен пултарулăхне кура кашнине уйрăм заданипе карточкăсем паратчӗ. Кун пек чух вӗренекенсем пӗр-пӗринчен çырса илейместчӗç, мӗншӗн тесен икӗ пӗр пек задани лекместчӗ. Вăл уроксене еплерех илсе пыни, вӗрентни питӗ кăмăла каятчӗ. Математика мана вăйлăран та вăйлă кăсăклантарма пуçларӗ, ку предмет чи юратни пулса тăчӗ. Шкул хыççăн эпӗ хам та математика учительне вӗренсе 44 çул тăван шкулта математика вӗрентрӗм, ӗçре Муза Христогоновнăн методикисемпе усă куртăм».
Тӗрлемес вăтам шкулне 1971 çулта вӗçленӗ Альбина Николаевна Лукьянова (Шадрина): «Муза Христогоновна шкулта чи лайăх учительсенчен пӗриччӗ. Вăл пире 5-10 классенче математика предметне вӗрентрӗ. Питӗ вăйлă педагогчӗ, урокра пӗр минутне те сая ямастчӗ. Занятисене хушма пособисемпе, техника хатӗрӗсемпе усă курса питӗ интереслӗ ирттеретчӗ. Кашни ача патне унăн хăйӗн харпăр меслечӗ пурччӗ. Аслă пӗлӳ илнӗ хыççăн манăн Муза Христогоновнăпа темиçе çул пӗр коллективра ӗçлеме тӳр килчӗ. Эпӗ вырăс чӗлхипе литература предмечӗсене илсе пытăм. Ку чухне хамăн учителе урăх енчен - кирек хăш темăпа та уçă калаçма пултаракан, пулăшупа канаш пама хатӗр ӗçтеш пек - курма пултартăм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев