Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ветерансем, ыйтăр – хуравлаççӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ май, ТР Юстици министерстви Аслă вăрçăн ветеранӗсене, ытти çапăçусене хутшăннисене тата вӗсен çемйисене апрелӗн 27-мӗшӗнче тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ парать. Мероприятие РФ Пенси фончӗн, Налог службин, Пашталăх регистрацийӗн, кадастрӗпе картографийӗн,Социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗсен, ТР Юстици, Сывлăх сыхлав, Еçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх,...

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 73 çул çитнӗ май, ТР Юстици министерстви Аслă вăрçăн ветеранӗсене, ытти çапăçусене хутшăннисене тата вӗсен çемйисене апрелӗн 27-мӗшӗнче тӳлевсӗр юридици пулăшăвӗ парать.

Мероприятие РФ Пенси фончӗн, Налог службин, Пашталăх регистрацийӗн, кадастрӗпе картографийӗн,Социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗсен, ТР Юстици, Сывлăх сыхлав, Еçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх, Çӗрпе пурлăх хутшăнăвӗсен, Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствисен, ытти ведомствăсен представителӗсем. адвокатсемпе нотариуссем хутшăнаççӗ.

Ветерансемпе вӗсен çемйисене тӳлевсӗр юридици пулăшăвне Хусанти Халăхсен Туслăх çуртӗнче (Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) 10.00-14.00 сехетсенче параççӗ. Туслăх çуртне 4,5,25,43,68,71,77 номерлӗ автобуссемпе («Павлюхин» чарăну) çитме пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон - (843) 292-26-96.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев