Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Виççӗ – виçеллӗ

Виççӗ - виçеллӗ Ноябрӗн 11-мӗшӗнче 14.00 сехетре Хусанти Халăхсен туслăх çуртӗнче Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав Конференцийӗ пулать. Делегатсене систернӗ, вăхăтне уйăрса панă. Ӗçлӗр. Çак ЧНКА ертӳçине суйлас ӗç пăтрана-пăтрана (урăх сăмах тупма йывăр кунта) республика пуçлăхӗсен тимлӗхнех кӗрсе ӳкнӗ пулмалла. К.Яковлев Шупашкара культура министрӗ пулса ӗçлеме кайсан...

Виççӗ - виçеллӗ

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче 14.00 сехетре Хусанти Халăхсен туслăх çуртӗнче Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав Конференцийӗ пулать. Делегатсене систернӗ, вăхăтне уйăрса панă. Ӗçлӗр.

Çак ЧНКА ертӳçине суйлас ӗç пăтрана-пăтрана (урăх сăмах тупма йывăр кунта) республика пуçлăхӗсен тимлӗхнех кӗрсе ӳкнӗ пулмалла. К.Яковлев Шупашкара культура министрӗ пулса ӗçлеме кайсан 2015 çулхи кӗркунне Канаш пухса председатель тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакана Е.Морозова лартрӗç, Ӗçтăвком председателӗ пулма В.Юнусовăна. Ытлашши хирӗçлекен пулмарӗ. Ӗçлӗр.

Черетпе вуннăмӗш Конференци пӗрремӗш хут кăçал апрель уйăхӗнче Аксура иртет тесе шантарчӗç. Ăна ирттерес умӗн пӗр кун малтан пӗлтӗмӗр пулмассине. Мӗншӗн? Ăнлантаракан çук. Те укçа тупайман те тата урăх çынна суйласаран шикленнӗ?.. Аксура Канаш пухăвӗ кăна пулчӗ, хăш-пӗр систермен делегацисем унта пуçтарăнса килнӗччӗ. Пухура кун пек тума юрамасть тесе калаçрӗç-калаçрӗç те, çавăнпа иртсе кайрӗ. Иртнӗ конференцире йышăннă тăрăх тепӗр Конференци вăхăтпа 3 çултан пулмалла, апла-тăк ăна кӗркунне иртмелле тесе çырлахрӗç. Атя, мӗн тавлашмалли? Уншăн укçа тӳлемеççӗ вӗт. Ӗçлӗр.

Кӗркунне те çитрӗ. Октябрӗн 30-мӗшӗнче Конференци иртет тесе «Сувар» хаçатра тепӗр пӗлетрӳ пачӗç. Квотăсене палăртнă. «Выля, хут-купăс» фестиваль те çак кунах иртмелле. Делегатсене суйлама пуçларăмăр - каллех чару. Унăн вăхăтне ноябрь уйăхне куçарни çинчен пӗлтӗмӗр. Мӗншӗн ӗçлеместӗр, Евгений Анатольевич? Эсир йăшăлтатманнине кура çапла пулса тухмарӗ-и?

Ыйтас килет: мӗн ӗçлеççӗ пирӗн ЧНКА Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлаканни тата Ӗçтăвком пуçлăхӗ? Отчет тăваççӗ-и вӗсем çак Конференцире? Общество организацине мӗншӗн флюгера çавăрмалла? Нихăш вăхăтра та Тутарстанри чăвашсем аслă пухусене куçара-куçара, пӗр-пӗрин хушшинче тытман упан тирне сӳсе çакăн пек намăс курман. Кун пек явапсăр хăтланни - авторитетсăр ертӳçӗсен хăйсен ятне яни кăна мар, халăх питне варалани те пулать. Çынсен шанăçне мӗнле тавăрасшăн эсир çакăн хыççăн?

К.Яковлев Тутарстанран кайрӗ те пӗрлехи ӗç путланса ларчӗ. Пурте мухтакан, тӗслӗхе тăратакан ЧНКА системи, вырăсла каласан, буксоват тăвать. Йышăннă плана никам та пăхăнмасть, ялсенче, ăçтан килнӗ унта пӗчӗк мерприятисем ирткелеççӗ. Вăрçакан та çук, вӗрентекен те. Юрать-ха Нурлатри «Уяв» пур. Ӗлкӗхи вăхăтра хăна тăрăх çӳреме юратакан «хисеплӗ ватăсем» те шăпланчӗç. Ара, кам пирки «мухтав юрри» юрламалла? Пуçлăх халӗ те çук вӗт.

Кун пек юрамасть. Виççӗ - виçеллӗ. Хальхинче делегатсем тивӗçлӗ пуçлăхсене суйласса шанас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев