Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вилӗмсӗр полк

«Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хутшăнма кăмăл тунисене Хусанта май уйăхӗн 9-мӗшӗнче «Корстон» комплекс патӗнче кӗтеççӗ. Кăçал унта ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăнать, тесе пӗлтерчӗ ТР Президенчӗн пулăшуçи Лейла Фазлеева журналистсемпе тӗл пулсан. Колонна Лобачевский урамӗ урлă каçса К.Маркс урамӗпе иртӗ, унтан Кремлевская...

«Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хутшăнма кăмăл тунисене Хусанта май уйăхӗн 9-мӗшӗнче «Корстон» комплекс патӗнче кӗтеççӗ. Кăçал унта ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та хутшăнать, тесе пӗлтерчӗ ТР Президенчӗн пулăшуçи Лейла Фазлеева журналистсемпе тӗл пулсан.

Колонна Лобачевский урамӗ урлă каçса К.Маркс урамӗпе иртӗ, унтан Кремлевская урама тухӗ. Малалла вара Кремль умӗн иртсе 1000 çуллăх тӳремне тухӗ. Уяв мероприятийӗсен тӗп сцени шăпах кунта пулать. Хăнăхнă йăлапа, уява каçхине 10 сехетре салют вӗçлет.

«Вилӗмсӗр полк» колонни 15 сехетре çула тухать. Çак вăхăта ахальтен суйламан. Акци çӗршывӗпех пӗр вăхăтра пуçланнипе çыхăннă ку. Кăçалхи колонна пӗтӗмпе 2 километра тăсăлӗ. «Маршрута вăрăмрах та йӗркелеме пулатчӗ. Анчах та унта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, ачасем, ача-пăчаллă çемьесем хутшăнаççӗ», - пӗлтерет Л.Фазлеева. Колоннăн сарлакăшӗ те тăвăр мар. Кашни ретре 16-20-шер çын. Маршрут 17 сехетре вӗçленмелле.

Акцие хутшăнма кăмăл пур Хусан çыннисене пухăнмалли вырăна обществăлла транспортпа пыма ыйтаççӗ. Çавна кура К.Маркс урамӗпе çӳрекен 20 автобус тата 5 троллейбус маршручӗсене улăштараççӗ. Вӗсем Горький паркӗнчен Вишневский урамне пăрăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев