Сувар

«Вилӗмсӗр полка» Хусанта 120 пин çын тухать

Çӗнтерӳ кунӗнче чи масштаблă мероприяти çӗршывра яланхи пекех «Вилӗмсӗр полк» шестви пулать. Тутарстанра вăл кашни муниципаллă районта иртет. Пӗтӗм Раççей акцине Хусанта кăçал 120 пин çын хутшăнать. Колонна пӗлтӗрхи маршрутпах икӗ çухрăм ытла иртет. Урăхла каласан, Карл Маркспа Горький тата Толстойпа Муштари урамӗсем хӗресленнӗ вырăнсене пухăнаççӗ те К.Маркс урамӗнчен Лобачевский...

Çӗнтерӳ кунӗнче чи масштаблă мероприяти çӗршывра яланхи пекех «Вилӗмсӗр полк» шестви пулать. Тутарстанра вăл кашни муниципаллă районта иртет. Пӗтӗм Раççей акцине Хусанта кăçал 120 пин çын хутшăнать. Колонна пӗлтӗрхи маршрутпах икӗ çухрăм ытла иртет. Урăхла каласан, Карл Маркспа Горький тата Толстойпа Муштари урамӗсем хӗресленнӗ вырăнсене пухăнаççӗ те К.Маркс урамӗнчен Лобачевский урамӗ урлă тухса «Хура кӳлӗ» парк хӗррипе Кремль урамне, Майăн 1-мӗшӗ тӳреме тухаççӗ, унтан Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремне анаççӗ. Кунта уява малалла уяв программи тăсать.

Колоннăна кăнтăрла 13 сехетре йӗркелеме пуçлаççӗ, шестви 15.00 сехетре пуçланать. «СОЮЗ - Çӗнтерӳ еткерçисем» Халăхсем хушшинчи çамрăксен вӗрентӳ проектне хутшăнакансем колонна умӗнчен 50 хула ялавне йăтса пырӗç. Çӗршыври мӗнпур çынна пӗрлештернине пӗлтерекен символ пулӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: