Сувар

Владимир Вдовиченков Хусан киновӗнче ӳкерӗннӗ

ВЛАДИМИР ВДОВИЧЕНКОВ ХУСАН КИНОВӖНЧЕ (Ирина Трифонова) Хусан режиссерӗн Ильдар Ягафаровăн картининче Раççейӗн паллă актерӗ Владимир Вдовиченков ӳкерӗнни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Мӗнле çил çавăрса килнӗ ăна кунта? Телее, кун пирки актертан хăйӗнченех ыйтса пӗлме май пулчӗ. Владимир Вдовиченков кинофестивалӗн пӗр кунӗнче журналистсемпе тата куракансемпе тӗл пулчӗ. Вăл калаçма юратакан, ырă кăмăллă уçă...

ВЛАДИМИР ВДОВИЧЕНКОВ ХУСАН КИНОВӖНЧЕ

(Ирина Трифонова) Хусан режиссерӗн Ильдар Ягафаровăн картининче Раççейӗн паллă актерӗ Владимир Вдовиченков ӳкерӗнни питӗ тӗлӗнтерчӗ. Мӗнле çил çавăрса килнӗ ăна кунта? Телее, кун пирки актертан хăйӗнченех ыйтса пӗлме май пулчӗ. Владимир Вдовиченков кинофестивалӗн пӗр кунӗнче журналистсемпе тата куракансемпе тӗл пулчӗ. Вăл калаçма юратакан, ырă кăмăллă уçă çын пулчӗ, унра темле таса ачалăх упранса юлнă пек.

Ильдар Ягафаров кинопа ӗçне вӗçлемен-ха, хăй каланă тăрăх, картинăра компьютер графики те пулать, паяна тӗспе те, сасăпа та нумай ӗçлемелле-ха. Çавăнпа эпир картинăн хăш-пӗр эпизочӗсемпе кăна паллашма пултартăмăр. Форум директорӗ тата картина продюсерӗ Миляуша Айтуганова «Байгала» (çапла ят панă кинокартинăна) Тутарстан кинематографийӗн уникаллă пулăмӗ тесе палăртрӗ. Ку ӗçе çулталăк каялла пуçланă. Кино сценарине Мансур Гилязов çырнă, тӗп сăнарсенче Ренат Галимов, Владимир Вдовиченков ӳкерӗннӗ.

Байгал пысăк пулă, тахçан вăл Атăлта пурăннă тет. Ăна курма пултаракана пысăк телей кӗтнӗ тет. Пулăçă Галимзян та (Ренат Галимов) йывăр вăхăтра çак пулла курма ӗмӗтленет, анчах шанчăкне çухатса пурнăçран уйрăлма шутлать. Шăп çак вăхăтра ун çумӗн Байгал ишсе иртет, ăна куракан кăна асăрхать. Шăп çак самантра Галимзяна кӗтмен пулăшу çитет - Вдовиченков вылякан сăнар урлă. Актер следователе вылять. Çапах мӗнпе илӗртме пултарнă-ха регион киновӗ паллă актера? Сăмах май, «Суварăн» пӗлтӗрхи номерӗнче Вдовиченковпа пысăк интервью тухнăччӗ.

Владимир хăй каласа панă тăрăх, Ильдар Ягафарова вăл ВГИКра пӗрле вӗреннӗренпех пӗлет.

- Пӗчӗк çын историйӗ, ман шутпа, çав тери кăсăк. Унта нимле паттăрлăх та çук, паллах. Çапах шăпа пурнăç кӗтесне хăваласа кӗртнӗ этемӗн пурнăçӗ, йывăр лару-тăрăвӗ шухăшлаттарать. Йăлтах аптраса çитнӗ самантра ăна çӳлти вăйсем хутшăннипе пулӗ çăлăнăç килет. Кун пек историсем паян кинора сахал. Ытларах паттăрсем пирки калама юратаççӗ, - терӗ актер кинора ӳкерӗнме шутланине ăнлантарса.

«Бригадăра», «Тарас Бульбăра», «Левиафанра» ӳкерӗннӗ самантсем пирки те питӗ интереслӗ те «тутлă» каласа пачӗ вăл. - «Бригадăна» ӳкернӗ чухне хам чăнах та кинора ӳкерӗннине çирӗплетмешкӗн монтажертан хăш-пӗр сценăсене касса пама ыйтрăм, ну, театрта кăтартма. Алексей Сидоров режиссер вара кинона кăтартнă хыççăн манăн ят пӗтӗм çӗршывӗпех сарăласса шантарчӗ. Паллах, ун чухне çакна шанас килмерӗ, - аса илчӗ актер.

Икӗ сехете яхăн пычӗ тӗлпулу. Вӗçленсен те куракансем ăна ярасшăн пулмарӗç, автограф илме, сăн ӳкерӗнме хыççăн чупрӗç. Актер май килнӗ таран пурне те тивӗçтерме тăрăшрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: