Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Воронины» сериал Гиннессен рекорд кӗнекине кӗме хатӗрленет

(Ирина Трифонова) Хусана паян СТС телеканалăн маркетинг енӗпе директорӗ, СТС Love канал директорӗ Кира Ласкари килсе çитрӗ. Кунта вăл телеканалăн çӗнӗлӗхӗсем, анлă ребрендингӗ пирки каласа пама ятарлса килнӗ. Хăйпе пӗрле «Молодежка. Взрослая жизнь» спорт темиллӗ сериалăн çăлтăрӗсене - Игорь Огурцовпа (сериалта Семен Бакин вратаре вылять) Влад Канопкăна (Андрей Кисляка, прокурор...

(Ирина Трифонова) Хусана паян СТС телеканалăн маркетинг енӗпе директорӗ, СТС Love канал директорӗ Кира Ласкари килсе çитрӗ. Кунта вăл телеканалăн çӗнӗлӗхӗсем, анлă ребрендингӗ пирки каласа пама ятарлса килнӗ. Хăйпе пӗрле «Молодежка. Взрослая жизнь» спорт темиллӗ сериалăн çăлтăрӗсене - Игорь Огурцовпа (сериалта Семен Бакин вратаре вылять) Влад Канопкăна (Андрей Кисляка, прокурор ывăлне вылять) илнӗ. Пресс-конференци интереслӗ иртрӗ. Кира Ласкари телеканалти çӗнӗлӗхсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Тӗрӗс те, унта питӗ пысăк улшăнусем, хуть те телевизор умӗнче пӗр хăпмасăр лар. Спикера шанас пулсан, телесериалсемпе шоу-программăсем пӗринчен тепри интереслӗрех.

- СТС - çемье телеканалӗ. Ăна ачасемпе те, асанне-асаттесемпе те курма аван. Кашни хăйне килӗшнине тупать. Нумай улшăнусем кӗчӗç пулин те ӗлӗкхи проектсене те хăваратпăр. «Воронины» сериал серисен шучӗпе кӗçех Гиннессен рекорд кӗнекине те кӗрет пулӗ. Куракансен кăмăлне кайнипе нумай сериалсен 2,3,4-мӗш сезонӗсене ӳкеретпӗр.

Кира Ласкари пӗлтернӗ тăрăх, ку сезонра «Молодежка. Взрослая жизнь», «Отель Элеон», «Воронины» сериалсем малаллах тăсăлаççӗ, вӗр çӗннисен шутне «Команда Б», «Психологини», «Ивановы-Ивановы», «Новый человек», «Тренер», «Улетный экипаж», «Секретарша», «Мамы в спорте», «Зови меня Валентиной», «Девочки не сдаются» кӗреççӗ. Çавăн пекех СТСра «Успех» вокал проекчӗ (ăна ертсе пыма Вера Брежневăна чӗнсе илнӗ), «Союзники» реалити-шоу, «Сюприз» тата «Женсовет» кăларăмсем эфира тухаççӗ. Александр Рогов ертсе пыракан «Успеть за 24 часа» проекта та самай çӗнетни пирки каларӗ Кира Ласкари. Ачасен кăмăлне кайнă «Три кота» анимаци фильмӗн тинех çӗнӗ серийӗсем тухаççӗ. Ман ачасем те ăна юратса пăхаççӗ, анчах юлашки вăхăтра серисене час-час тепӗр хут кăтартнипе кăмăлсăрланнăччӗ.

Игорь Огурцовпа Влад Канопка «Молодежка» сериалта ӳкерӗнни çинчен интереслӗ каласа пачӗç. Влад Канопка хоккее ахаль пурнăçра та юратса выляни пирки пӗлтерчӗ. Сăмах май, сериалта вăл клюшкăна пӗрремӗш хут алла тытнă.

- Андрей Кислякăн юратăвӗ мана та куçрӗ, халӗ май пур чухне хоккей выляма тăрăшатăп. Нумай пулмасть Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттăрӗпе пӗр ушкăнра выляма тиврӗ, - пӗлтерчӗ Влад.

Пӗр сăмахпа, кӗркуннехи вăрăм каçсенче кичемленме май пулмӗ. СТС пире валли нумай парне хатӗрленӗ. Телевизор пăхма вăхăчӗ кăна пултăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев