Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вӗрентекенӗн вырăнӗ ярмăрккăра мар

Пӗтӗм çӗршыв Çӗнӗ çула хатӗрленнӗ вăхăтра Хусан, Çырчалли хулисем тата Ешӗлвар районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Çӗнӗ Тура» технополис та çак тӗллевпех ăшталанать.Чăн та, кунти халăха Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли йӳнӗ те паха апат-çимӗç туянма чылай çăмăлрах, мӗншӗн тесен кунта ял хуçалăх ярмăрккисем ирттересси йăлара. Паян, шăматкун та акă, укçа шутне пӗлекен...

Пӗтӗм çӗршыв Çӗнӗ çула хатӗрленнӗ вăхăтра Хусан, Çырчалли хулисем тата Ешӗлвар районӗнчи Октябрьски поселокӗнчи «Çӗнӗ Тура» технополис та çак тӗллевпех ăшталанать.Чăн та, кунти халăха Çӗнӗ çул сӗтелӗ валли йӳнӗ те паха апат-çимӗç туянма чылай çăмăлрах, мӗншӗн тесен кунта ял хуçалăх ярмăрккисем ирттересси йăлара. Паян, шăматкун та акă, укçа шутне пӗлекен хула çынни çывăрмасть. Мӗншӗн тесен йăлари ярмăрккăсенчен Çӗнӗ çул умӗнхи тата вăйлăрах иртнине тахçанах хăнăхса çитнӗ, унăн ассортименчӗ чылай пуянрах.

Аса илтеретпӗр, кăçал ял хуçалăх ярмăрккисене кăçал вырма икӗ эрне кая юлса пуçланни те чăрмантараймарӗ. Вӗсем сентябрӗн 16-мӗшӗнче пуçланчӗç. Çав вăхăтранпа акă ӗнтӗ 15-мӗш эрне кашни шăматкун иртеççӗ. Ял хуçалăх производителӗсем валли Хусанта кăна 10 суту-илӳ, 7 шатер площадки йӗркеленӗ. Ял хуçалăх производителӗсем хăйсем ӳстернӗ пахча çимӗçе, аш-какая, çăмарта тата ытти продукцие сутса 1 миллиард тенкӗ ытла тупăш тунă.

Ӗнер «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн пӗрремӗш çумӗ Н.Титов кашни ярмăрккăна хăй пăхса çаврăннине, кашни площадкăна министерствăн специалисчӗ тимленине пӗлтерчӗ. Паллах, кун пек ярмăрккăсен пахалăхне те ӳстереççӗ, халăх мӗн ыйтнине йăлтах тивӗçтерме тăрăшаççӗ. Çак тӗлӗшпе ярмăрккăсем иртекен кашни площадкăрах сӗнӳсен ешчӗкне вырнаçтарнă иккен. Хăйсен сӗнӗвӗсене, асăрхаттарăвӗсене çынсем çавăнта çырса яраççӗ. Çавна кура пасарсенче малтанхи çулсенчи пек, хула çыннисен дачисем валли кӳнӗ тислӗк, утă-улăм машинисене курма çук халӗ. Çынсем ыйтса шăпах çак ешчӗксене çырса яраççӗ иккен. Хуçалăхсем вара «тавара» шăматкун çитессе кӗтмесӗрех ыйтаканăн адресӗпе кӳреççӗ.

Суту-илӳ тумалли палаткăсене йӗркене кӗртни куç умӗнчех. Кашни районăн вӗсем пӗр пек. Н.Титов сăмахӗсемпе, çитес вăхăтра сутуçисене ятарлă тумпа та тивӗçтерес шухăш пур. Пӗр сăмахпа, йăлтах аван, пӗрне шута илмесен - ятарлă сутуçисем çук. Нивушлӗ районсенчи ӗçпе тивӗçтерекен центрсенче пӗр ӗçсӗр çын та тăмасть? Фермер хуçалăхӗсемпе агрохолдингсем ку ыйтăва татнă пуль-ха, кунта вӗсен сутса тупăш тăвас интересӗ пысăк. Ял хутлăхӗсем вара яланхи пекех ӗçлеççӗ, продукцие сутма бюджет тытăмӗнче ӗçлекенсене, çав шутра учительсене те, вăйпах яваплаççӗ. Ялти шкул учителӗ вара нимӗн те тăваймасть, ӗçе çухатасран хăраса унăн çӳлтисен хушăвне итлемелли кăна юлать. Пресс-конференцире кун çинчен сăмах хускатсан, министр çумӗшӗн Н.Титовшăн та ку кӗтменлӗх пулчӗ ахăр: «Ярмăрккăсенче прилавка умӗнче кам тăни çинчен эпӗ шутламан та», - терӗ вăл тӗлӗннине пытармасăр. Унтан ку ыйтăва тимлӗхе илме шантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев