Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

ВСА банк-агентсене тӗплӗн суйлать

Вкладсене страхлассипе агентство пулнă лару-тăрăва оперативлă йӗркелесе пырать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» информаци агентствине «Открытие брокер» компанин аналитикӗ Андрей Кочетков, çав вăхăтрах эксперт кун пекки сайра пулине те палăртнă. «Компенсацисем парасси хăвăрт пуçланӗ. Ытти банксемпе ВСА тӳлевсене тытса тăратьчӗ. Вăтамран та 2-3 уйăхран тин пуçланатчӗç вӗсем. Хальхинче урăх шут - вăхăта...

 

Вкладсене страхлассипе агентство пулнă лару-тăрăва оперативлă йӗркелесе пырать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» информаци агентствине «Открытие брокер» компанин аналитикӗ Андрей Кочетков, çав вăхăтрах эксперт кун пекки сайра пулине те палăртнă.

«Компенсацисем парасси хăвăрт пуçланӗ. Ытти банксемпе ВСА тӳлевсене тытса тăратьчӗ. Вăтамран та 2-3 уйăхран тин пуçланатчӗç вӗсем. Хальхинче урăх шут - вăхăта сая ямасăр Тутарстанри банк системин лару-тăрăвне йӗркелемелле», - тенӗ Кочетков.

Банк-агентсене те тӗплӗн суйланă, ку чухне вӗсем клиентсемшӗн меллӗ пулнине те, финас енчен çирӗп пулнине те пăхнă.

«ВСА банксене пӗр ахаль суйламасть. Агентство вӗсене укçа-тенкӗ уйăрать, вӗсем хăй енчен лартнă требованисене тивӗçтермелле: сеть анлă та çирӗп, çыншăн пур енлӗ меллӗ пулмалла», - тет эксперт.

Татфондбанк клиенчӗсем страховани тӳлевӗсене «Сбербанк», ВТБ 24 (ПАО), «Россельхозбанк», «ФК Открытие» тата «Ак Барс» банксен уйрăмӗсенче декабрӗн 26-мӗшӗнчен илме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев