Сувар

Вӗсем юнашар чух хăрамалли çук

Октябрӗн 12-13-мӗшӗсенче Хусанти федераллă университетăн фундаментальнăй медицинăпа биологи институтӗнчи симуляциллӗ тата имитациллӗ вӗренӳ центрӗнче медицина тата медицинăпа çыхăнман студентсен командисем хушшинче пирвайхи васкавлă медицина пулăшăвне парас енӗпе Пӗтӗм Раççейри олимпиада иртрӗ. Мероприяти масштабне унта хутшăннă командăсен шучӗ те кăтартрӗ. Медицина аслă шкулӗсен командисем - Мус­кав, Санкт-Петербург, Аслă Новгород, Волгоград, Ульяновск,...

Октябрӗн 12-13-мӗшӗсенче Хусанти федераллă университетăн фундаментальнăй медицинăпа биологи институтӗнчи симуляциллӗ тата имитациллӗ вӗренӳ центрӗнче медицина тата медицинăпа çыхăнман студентсен командисем хушшинче пирвайхи васкавлă медицина пулăшăвне парас енӗпе Пӗтӗм Раççейри олимпиада иртрӗ.

Мероприяти масштабне унта хутшăннă командăсен шучӗ те кăтартрӗ. Медицина аслă шкулӗсен командисем - Мус­кав, Санкт-Петербург, Аслă Новгород, Волгоград, Ульяновск, Ижевск, Ярославль, Якутск, Екатеринбург, Рязань, Чулхула, Хусан хулисемпе Дагестан республикинчен, медицинăпа çыхăнман командăсем Самартан, Саранскран, Ульяновскран, Ижевскран, Кировран тата Хусантан пулчӗç. Пурӗ 24 команда ăмăртрӗ, кашнийӗ виçӗ студентран тăчӗ.
Ăмăртăва ХФУ площадкинче ирттерме суйлани те ахальтен мар. Маларах асăннă симуляциллӗ тата имитациллӗ вӗренӳ центрӗ хальлӗхе студентсен çӗршыври чи лайăх вӗренӳпе практика базисенчен пӗри. 400 тăваткал метр лаптăк çинче вырнаçнă виртуаллă больница йышăну, реанимаци, ача çуратмалли, педиатри, интенсивлă терапи уйрăмӗсенчен, виртуаллă операци блокӗнчен, эндоскопи тата ытти пӳлӗмсенчен, интерактивлă компьютерлă та­та чăн больница оборудованийӗсенчен тăрать. Пациентсем вырăнне робот-симуляторсем, манекен-имитаторсем, тухтăр манипуляцийӗсем валли эле­к­троннăй фантомсем, модель-муляжсем.
Олимпиада командăсем ви­зит карточкисене кăтартнинчен, хăй­сен аслă шкулӗпе çывăхрах паллаштарнинчен пуçланчӗ. Ун­тан теорие мӗнлерех пӗлнине тестировани урлă тухса кăтартрӗç. Конкурсăн чи интереслӗ, виççӗмӗш тапхăрӗ практика пайӗнчен тăчӗ. Студентсем импровизациленӗ тӗрлӗ экстреннăй лару-тăрура, чăн пурнăçринчен кая мар условисенче пирвайхи васкавлă медицина пулăшăвне парас енӗпе хăнăхăвӗсене кăтартрӗç. ХФУн КВН командин студенчӗсем вара олимпиадăра пациентсене вылярӗç, çапах та тӗп пациентсем робот-симуляторсемпе манекен-имитаторсем пулчӗç. КВНщиксем çав тери ӗнентермелле вылянипе-и (пӗр актриса çул-йӗр инкекне лекнӗ хыççăн шок пулнă пассажира, тепри ача çуратакан хӗрарăма вылярӗ тата ытти те), импровизациллӗ лару-тăрусем чăн пурнăçри пекех пулнипе-и, студентсем чăн профессионалсем пек ӗçленипе-и, вăхăт-вăхăт хăв ăçта пулнине те манса каятăн.
Сăмах май, медик-студентсемпе медицинăпа çыхăнманнисен ăмăртăвӗ уйрăмшар иртрӗ. Теорипе практика заданийӗсем те вӗсемшӗн пӗр пулмарӗç. Медицинăпа çыхăнман студентсем чӗрепе ӳпке реанимацийӗн тӗп базине, жгут хума, импровизациллӗ шина ăсталама, повязка хума пӗл­нине кăтартрӗç пулсан, пулас тухтăрсен заданийӗсем самай йывăртарах пулчӗç, вӗсем больница тулашӗнче ача çураттарассинче, тин çуралнă ачасен реанимацийӗнче, трахея интубацийӗнче, чӗрепе ӳпке реанимацийӗнче, наркăмăшланнă хыççăн апат хуранне чӳхесе кăларассинче, çул-йӗр инкекне лекнисене (чăн аварие çакланнă машинах тăрать кунта) вырăнтах васкавлă медицина пулăшăвне парассинче хăнăхăвӗсене кăтартрӗç.
Тутарстанран олимпиадăра икӗ команда - Хусанти феде­раллă университетăн тата Хусанти патшалăх медицина уни­верситечӗн командисем пул­чӗç. Хусан хальхинче мероприяти хуçи, ăна йышăнакан ен пулнă май, пирӗн командăсем конкурс тулашӗнче ăмăртрӗç. Медицина университечӗн командинчен пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел каччи, сиплев факультечӗн VI курс студенчӗ Станислав Кукушкин та пулчӗ. Ăна университетри пирвайхи васкавлă пулăшу парас енӗпе кунашкал ăмăртусене хутшăнса курнă чи лайăх 20 студентран суйласа илнӗ.
- Медицина олимпиа­дисе­не кӗçӗн курссенченех çул­­­­се­рен хутшăнатăп. Уйăх пуç­ла­мă­шӗнче кăна-ха Мускаври РУДН площадкинче иртнӗ ме­­дик-студентсен хушшинче хи­рурги енӗпе иртекен олимпиадăран таврăнтăмăр, тӳрех хальхи ăмăртăва хатӗрленме пуçларăмăр. Ытти çӗртен килнӗ командăсем пекех, эпир те, Хусанта пурăнатпăр пулин те, ăмăрту иртекен симуляциллӗ тата имитациллӗ вӗренӳ цент­рӗнче пӗрремӗш хут пулса куртăмăр. Кăна конкурсантсен условийӗсем пӗр тан пулччăр тесе тунă, - каласа парать Станислав.
Сăмах май, Стас медицина олимпиадисене хутшăнать кăна мар, хăй те йӗркелесе ирттерет. Вăл медик-студентсен хушшинче хирурги енӗпе республика олимпиадине пуçарса яраканӗ.
- Пирвайхи васкавлă пу­лă­­шу парас тата хирурги енӗпе эпир университет командипе Раç­çейри, халăхсен хушшинчи олимпиадăсен пъедесталӗн кашни картлашки çине хăпарса куртăмăр. Ун пек конкурссем кирлех. Хамăр та, эпӗ тата темиçе медик-юлташ, хирурги енӗпе университет шайӗн­чи олимпиадăна ирттерме шут­ларăмăр. Кăçалтан олимпиа­дăна республика шайне кă­лар­тăмăр, вăл çулсерен май уйăхӗнче иртӗ, - паллаштарчӗ проекчӗпе Стас.
Хирургипе Станислав ахальтен интересленмест. Вăл тухтăрсен династийӗнчен. Унăн ашшӗ Иосиф Виссарионович ТР тава тивӗçлӗ тухтăрӗ, республикипе паллă хирург. Тетӗшӗ Андрей те ашшӗ çулне суйланă. Вăл та хирург пулса ӗçлет, Ярославльте пурăнать. Стас та улттăмӗш курс хыççăн ординатурăна «Хирурги» специальноçпа вӗренме кӗме хатӗрленет. Наука ӗçне илсе пырать. Малашлăхра хирург пулса кăна мар, преподавательте те ӗçлесшӗн.
- Атте кăнтăрлахи апата та шурă халатпа килетчӗ. Ытларах çак тумпа курнă ăна. Манăн та атте пекех тухтăр пулас килетчӗ. Тухтăрсенчен кăшт та хăрамастăмччӗ (кулать). Çавăнпа та мӗн ачаранах пурнăçра кам пулассине лайăх пӗлеттӗм, ку енӗпе пӗрре те иккӗленсе курман. Атте маншăн ачаранах, халӗ те - идеал, тӗслӗх. Ӗçре те, пурнăçра та, - терӗ Станислав.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
  • 24 мая 2018 - 16:19
    Кивӗ Мăкшел вырсарникун уяв ирттерет Кивӗ Мăкшелӗнче вырсарникун уяв.
    29
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 15:39
    Айтăр Сиктӗрмене Акатуя! Программăра: ӗçре мала тухнисене чысласси, концерт, вăйăсем, лашасен ăмăртăвӗ.
    39
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 15:28
    Шкулсенче юлашки шăнкăрав Майăн 24-мӗшӗнче çӗршыври вун пӗрмӗш классемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ, пӗр вăхăтрах савăнăçлă та тунсăхлă уяв.
    22
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 14:19
    «Ылтăн пиçиххи» кăçал камăн? Хӗвел тухăç кӗрешӗвӗнче çитӗнӳ туса республика имиджне çӗклекенсене майăн 26-мӗшӗнче «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗпе чыслаççӗ.
    19
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 12:08
    «Сувар» кубокӗшӗн турнир! Чи пултаруллă та правур команда «Сувар» хаçат кубокне тивӗçет. Турнир кăçал июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвара пулать. Кӳршӗллӗ район командисем, ан юлăр!
    23
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 10:27
    Урăлăх çулӗ вăл – пурнăç çулӗ Йăла тăрăх, православи чиркӗвӗсенче сентябрӗн 11-мӗшӗнче урăх эрех ӗçместӗп тесе тупа тăваççӗ. Православире урăлăх пирки тупа тумалли кун тата та пур – майăн 18-мӗшӗ. Çак кун «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн «Неупиваемая Чаша» турăшне асăнаççӗ.
    28
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 09:56
    Путин пособине республикăра пинмӗш çемье илнӗ Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пӗрремӗш ачашăн парăнакан 8,5 пин тенкӗ пособие илмешкӗн 1000 çемье заявлени панă. Юбилейлă çемьене ӗнер хаваслă лару-тăрура чысларӗç.
    29
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 16:25
    Альших, Тинкеш, Кипекасси – Рункăра хăнара Пăва чăвашӗсем те çуллахи Микуларан вăййа пуçлаççӗ. Кăçал йăлана районта чи малтан рункăсемпе кипеккассисем пуçларӗç
    49
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 15:30
    Тимӗрçӗ пулса курас килет-и? Çитес канмалли кунсенче Хусанта пӗрремӗш хут тимӗрçӗ фестивалӗ иртет. Кăмăл пуррисем унта тимӗрçӗ пулса пăхма пултараççӗ.
    29
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 14:06
    Çапăçать-тӗк, çулталăка поезд çинчен манать Поездра çапăçакансене «хура» списока кӗртесшӗн. Енчен те транспорт çинче хăйсене тивӗçлӗ тыма пӗлмеççӗ-тӗк, çулталăка поезд çинчен манма тивӗ.
    21
    0
    0
  • 18 мая 2018 - 13:03
    «Мунча шăрши»
  • 26 марта 2018 - 14:12
    Пирӗннисем «Кӗмӗл сасăра»
  • «Аталан» форум – 2018
  • 26 февраля 2018 - 08:41
    Салам хакӗ 600-1000 тенкӗ Мартăн 1-мӗшӗнчен саламлассинче кăшт улшăнусем пур: халӗ 600 тенкӗлӗх салама 600 паллă таранах (пробелсемпе) çырма юрать. 600-тен 1000 паллă таран салам унчченхи пекех 1000 тенкӗ. Редакци.
Ночной режим