Сувар

Вячеслав Христофоров хаçатăн кирлӗлӗхне палăртрӗ

Паллă та хисеплӗ ятсем унăн нумай пулин те, çапах Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ теме ăна тата та кăмăллăрах. Вячеслав Васильевич Христофоров мартăн 5-мӗшӗнче Хусанта пысăк концерт кăтартрӗ. «Янра юрă» ушкăнăн программи самай улшăннă. Хăш-пӗр юрăсене Христфоровпа Зайцеван дуэчӗ купăспа анчах шăрантарать. Апла пулин те вӗсен илемӗпе витӗмлӗхӗ хăватне çухатмаççӗ....

Паллă та хисеплӗ ятсем унăн нумай пулин те, çапах Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ теме ăна тата та кăмăллăрах. Вячеслав Васильевич Христофоров мартăн 5-мӗшӗнче Хусанта пысăк концерт кăтартрӗ. «Янра юрă» ушкăнăн программи самай улшăннă. Хăш-пӗр юрăсене Христфоровпа Зайцеван дуэчӗ купăспа анчах шăрантарать. Апла пулин те вӗсен илемӗпе витӗмлӗхӗ хăватне çухатмаççӗ. Куракан патне сукмак хывма пултаракан юрăçсенчен пӗри Алексей Шадриков та хутшăнчӗ Пӗтӗмтӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн иртнӗ уяв концертне. Мероприяти хыççăн, паллах, юрăçсем куракансемпе сăн ӳкерӗнчӗç, афтографсем пачӗç.
Концерт хыççăн Вячеслав Васильевич концерта Хусанта йӗркелеме пулăшакансене тав турӗ. «Сувар» хаçат çинчен те пӗр-икӗ ăшă сăмах каланăшăн тав ăна. Чăннипе те нумай çын çак концерта пирӗн хаçатри пӗлтерӗве вуласан килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: