Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Выльăх тухтăрӗ ялта кирлӗ çын

Республикăри ялсенче юлашки çулсенче хӗрлӗрех сарă çуртсем кăна мар, симӗссисем те курăна пуçларӗç. Пӗрремӗшӗсем ФАПсем пулсан, иккӗмӗшӗсем ветеринари клиникисем. Çапла майпа халӗ ялсенче выльăх тытакансем выльăх тухтăрне шыраса çӳремелле мар, вăл юнашарах. Выльăх-чӗрлӗх чирлесен е прививка тумалла пулсан инçе каймалла мар. Аса илтеретпӗр, ФАПсене те, ветеринари клиникисене те республика программипе...

Республикăри ялсенче юлашки çулсенче хӗрлӗрех сарă çуртсем кăна мар, симӗссисем те курăна пуçларӗç. Пӗрремӗшӗсем ФАПсем пулсан, иккӗмӗшӗсем ветеринари клиникисем. Çапла майпа халӗ ялсенче выльăх тытакансем выльăх тухтăрне шыраса çӳремелле мар, вăл юнашарах. Выльăх-чӗрлӗх чирлесен е прививка тумалла пулсан инçе каймалла мар. Аса илтеретпӗр, ФАПсене те, ветеринари клиникисене те республика программипе лартаççӗ. Тӗслӗхрен, 2013 çултанпа Тутарстанра 126 çӗнӗ ветеринари клиники туса лартнă, пӗтӗмпе çакăн çине 296,1 миллион тенкӗ укçа тăкакланă. Кунсăр пуçне юлашки тăватă çулта ветеринари службин тата ял хуçалăх управленийӗн 191 çуртне тӗпрен юсанă (230 миллион тенкӗлӗх).

2018 çулта та ӗç малалла тăсăлӗ. Ветеринари службин - 27, ял хуçалăх управленийӗн 15 çуртне тӗпрен юсама плана кӗртнӗ. Кун валли 50 миллион тенкӗ укçа уйăрнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев