Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Выльăхсен те «васкавлă пулăшăвӗ» пулать

2018 çулта Тутарстан ветеринари служби 48 мобильлӗ ветеринари пункчӗпе пуянланать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Прицеплă «УАЗ-буханка» автомобильсем çинче вырнаçнă çак пунктсем тăрук чирлесе ӳкнӗ выльăхсене хуть хăш яла çитсе те васкавлăн пулăшма пултараççӗ халӗ. Машинăра килти вак выльăхсене операци тумалли, прицепра мăйракаллă шултра выльăхсен урисене сиплемелли тата дезинфекци тумалли, тата...

2018 çулта Тутарстан ветеринари служби 48 мобильлӗ ветеринари пункчӗпе пуянланать, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Прицеплă «УАЗ-буханка» автомобильсем çинче вырнаçнă çак пунктсем тăрук чирлесе ӳкнӗ выльăхсене хуть хăш яла çитсе те васкавлăн пулăшма пултараççӗ халӗ. Машинăра килти вак выльăхсене операци тумалли, прицепра мăйракаллă шултра выльăхсен урисене сиплемелли тата дезинфекци тумалли, тата ытти ятарлă установкăсене вырнаçтарнă. Бригадăра выльăх тухтăрӗ, фельдшерӗ, санитарпа водитель пулаççӗ.

Çак автомобильсене республикăри мӗнпур 43 района тата Хусан, Çырчалли тата Анат Кама хулисенчи ветпӗрлешӳсене параççӗ. Чăн та, выльăхсен васкавлă пулăшăвне мӗнле чӗнмелли хальлӗхе паллă мар-ха, тен, тепӗр çул пӗлтерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев