Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Якурккел çамрăкĕсем Афганистана, Армение, Дагестана çĕнтернĕ

Июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Тутарстанри çамрăксен ассамблеи спорт федерацийĕпе пĕрле çамрăксен спартакиадине ирттерчĕ. Унта кашни наци хăйĕн командине тăратрĕ. Чăвашсен футбол командине Нурлат районĕнчи Якурккел çамрăкĕсенчен йĕркеленĕччĕ. 24 команда хушшинче пирĕн çамрăксем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Июнĕн 10-мĕшĕнче вĕсем финалăн 1/16 пайне тухрĕç. Июнĕн 11-мĕшĕнче якурккелсем Афганистана 2:1 шутпа çĕнткрчĕç, унтан Армение 1:0-па...

Июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Тутарстанри çамрăксен ассамблеи спорт федерацийĕпе пĕрле çамрăксен спартакиадине ирттерчĕ. Унта кашни наци хăйĕн командине тăратрĕ. Чăвашсен футбол командине Нурлат районĕнчи Якурккел çамрăкĕсенчен йĕркеленĕччĕ. 24 команда хушшинче пирĕн çамрăксем 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Июнĕн 10-мĕшĕнче вĕсем финалăн 1/16 пайне тухрĕç. Июнĕн 11-мĕшĕнче якурккелсем Афганистана 2:1 шутпа çĕнткрчĕç, унтан Армение 1:0-па парăнтарчĕç. Дагестана та çав шутпах çĕнтерчĕç. Финала нимĕçсемпе тухрĕç. Анчах кунхинче выляса ячĕç - 2:1. Апла пулин те ку пирĕн автономишĕн питĕ пысăк çитĕнÿ, мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенче унта чăвашсен командисем хутшăнман тесен те юрать. Чăвашсем шахматла выляса та 2-мĕш вырăна тухрĕç. Волейболистсем 4-мĕш вырăн йышăнчĕç. Тенисистсем те чăвашсен ятне ямарĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев