Сувар

Ял-йыш çулсерен 80-90 пиншер çынна чакать

Тутарстан нефтьпе газлă, промышленноçлă кăна мар, ял хуçалăхлă регион та. Республика Правительстви ял хуçалăх çине нумай тимлӗх уйăрать. Çитӗнӳсемсӗр те мар, ял хуçалăх отраслӗн аталанăвӗпе Тутарстан хальхи вăхăтра çӗршывра вăйлă регионсен шутӗнче. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин çак кунсенче Хусанта иртнӗ ТР Фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсен тата ял хуçалăх потребкооперативӗсен...

Тутарстан нефтьпе газлă, промышленноçлă кăна мар, ял хуçалăхлă регион та. Республика Правительстви ял хуçалăх çине нумай тимлӗх уйăрать. Çитӗнӳсемсӗр те мар, ял хуçалăх отраслӗн аталанăвӗпе Тутарстан хальхи вăхăтра çӗршывра вăйлă регионсен шутӗнче.

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин çак кунсенче Хусанта иртнӗ ТР Фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсен тата ял хуçалăх потребкооперативӗсен ассоциацийӗн съездӗнче каланă тăрăх, кăçалхи бюджетра ял хуçалăх отраслӗ валли 8,5 миллиард тенкӗ уйăрнă. Çитес виçӗ çулта çулсерен федераллă бюджетран тата 2,5 миллиардшар тенке яхăн субсиди килмелле.
2011-2016 çулсенче «Фермер ӗçне пуçăнакансене пулăшу», «Çемье фермисен аталанăвӗ» программăсем çине кăна регион тата федераллă бюджетсенчен 1 миллиард та 545 миллион тенкӗ уйăрнă. Çак вăхăтра 1205 çемье ферми (вӗсенчен 530-шӗ çӳллӗ технологилли) туса лартнă. Хальхи вăхăтра тепӗр çакăн пек 107 объект строительстви пырать. Çемье фермисемпе Тутарстан Раççейре пӗрремӗш вырăнта. Сăмах май, 2016 çулти «Раççейри чи лайăх çемье ферми» конкурсра Тутарстанри Р.П. Дмитриевпа А.В.Кубайкинăн, М.М.Латыповăн çемье фермисем малти вырăнсене йышăннă.
Фарид Хайруллович паянхи кун фермерсене пулăшу паракан майсенчен пӗри - пӗчӗк процент ставкиллӗ кредит пулнине асăннă. Унпа усă куракансем рес­публикăра сахал мар-ха, анчах укçапа пурте кирлӗ пек усă кураççӗ-и-ха? Çемье фермисен аталанăвӗ çине яракан сумма пӗчӗк маррине кура ТР Патшалăх Канашӗ ыйтнипе ТР Счет палати пӗлтӗр тӗрӗслев ирттерсе укçапа мӗнле усă курнине пăхнă. Шел те, 2013 çултанпа уйăрнă укçаран 40 миллион тенкипе кирлӗ пек усă курманнине палăртнă. Тăватă факт енӗпе уголовнăй ӗç те пуçарма тивнӗ-мӗн. «Пӗрисем çак укçапа пӳрт лартнă, теприсем кӗсьене чикнӗ, виççӗмӗшӗсен фермисем пур, выльăхӗсем халӗ те çук», - тенӗ кун пирки Ф.Мухаметшин. Телее, кун пек тӗслӗхсем çав тери нумаях теме çук.
Хальхи вăхăтра респуб­ли­кăра пурӗ 40 ял хуçалăх потребительсен кооперативӗ ӗçлет. Вӗсем тӗрлӗ ӗç пурнăçлаççӗ, çав шутра продукцие тирпейлессипе те, вырнаçтарассипе те. 2015-2016 çулсенче кооперацие аталантарма 110 миллион тенкӗ грант парса пулăшнă. Апла пулсан та продукцие вырнаçтарассипе ӗçлемелли пирӗн нумай-ха, мӗншӗн тесен пур потенциалпа туллин усă курмастпăр. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ продукцие рынока вырнаçтарассипе çул карттине хатӗрлемеллине каланă. Мӗншӗн тесен продукцие вырнаçтарасси паянхи кун пысăк проблема-мӗн. Ыйтăва татса парас тӗллевпе яллă вырăнсенче пӗчӗк агропарксем тума палăртаççӗ. Пилотлă проекта чи малтан Заинск районӗнче хута ярӗç. Тӗрӗссипе, ял хуçалăх ярмăрккисем произво­дительсемшӗн те, туянакансем­шӗн те питӗ кир­лӗ. Пӗлтӗр кăна республика хулисенчи 33 вы­рăнта йӗркеленӗ ярмăрккăсене 1,6 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцине кӳнӗ. Çапла майпа ял хуçалăх производителӗн те, туянаканăн та кăмăлне тивӗçтернӗ.
Фарид Хайрулловичăн сăмахӗсем тăрăх, Правительство ял çыннин социаллă культура пурнăçне лайăхлатасси çине ма­лалла та тимлӗх уйăрма пă­рахмӗ. Кризислă çулталăкра та акă, 34 программа валли 11,2 миллиард тенкӗ бюджета кӗртнӗ. Пӗр анчах кăна чăрмантарать - ял ватăлать. Ф.Мухаметшин та акă хăй докладне пурне те шухăшлаттаракан статистикăпа вӗçленӗ. Раççейри ялсенчи халăх шучӗ çуллен 80-90 пин çынна чакать-мӗн. «Пӗтӗм Раççейӗпех çапла-ха, çапах та ку сирӗнпе пире савăнтармасть, илем те кӳмест», - тенӗ вăл.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: