Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ялти çемье пулăшусăр ан юлтăр

ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви ялти нумай ачаллă çемьесем валли онлайн-консультацисем йӗркелеме хатӗрленнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Çак кунсенче Арскра «Ялта пурăнакан нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси» çавра сӗтел иртнӗ. Паянхи кун тӗлне республикăра пурӗ 32 пин нумай ачаллă çемье, вӗсенчен 56 проценчӗ ялта пурăнать. Шел те, ялтисем...

ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви ялти нумай ачаллă çемьесем валли онлайн-консультацисем йӗркелеме хатӗрленнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Çак кунсенче Арскра «Ялта пурăнакан нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси» çавра сӗтел иртнӗ.

Паянхи кун тӗлне республикăра пурӗ 32 пин нумай ачаллă çемье, вӗсенчен 56 проценчӗ ялта пурăнать. Шел те, ялтисем нумай чухне патшалăх пулăшăвӗсем çинчен пӗлмесӗрех юлаççӗ, актуаллă информацие вӗсем патне ятарласа çитерекен çук. Шăпах çак тӗллевпе онлайн-консультацисем йӗркелесшӗн те ведомство.

Ялти çемьесен йывăрлăхӗ, тӗпрен илсен, çӗр лаптăкӗ илессипе, пенсипе, амăш капиталӗпе, ӗçе вырнаçассипе тата ыттипе çыхăннă. Чăн та, консультацисем хăçан пуçланасси хальлӗхе паллă мар-ха, çапах та йышăнăвӗ пур-тăк, консультацийӗ те нумай кӗттермӗ. Çапла малашне ялти çемьесем те актуаллă информацисене вăхăтра пӗлсе тăрӗç. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев