Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ярмăрккăсем декабрӗн 23-мӗшӗччен

( Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Татар-информ» ИАн). ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов çак кунсенче Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура каланă тăрăх, Хусанта, республикăри ытти пысăк хуласемпе район центрӗсенче икӗ уйăх каялла пуçланнă ял хуçалăх ярмăрккисем декабрӗн 23-мӗшӗчченех тăсăлнине каланă. Çапла вара хула çыннисем ял хуçалăх продукцине хӗл каçмалăхах йӳнӗ...

( Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗк « Татар-информ» ИАн). ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов çак кунсенче Правительство çуртӗнче иртнӗ ларура каланă тăрăх, Хусанта, республикăри ытти пысăк хуласемпе район центрӗсенче икӗ уйăх каялла пуçланнă ял хуçалăх ярмăрккисем декабрӗн 23-мӗшӗчченех тăсăлнине каланă.

Çапла вара хула çыннисем ял хуçалăх продукцине хӗл каçмалăхах йӳнӗ хакпа туянма пултараççӗ. Хусансем ярмăрккăсене хапăлласах йышăннăран унчченхи 10 суту-илӳ площадки çумне кăçал тата 7 хушăннă. Продукцисен пахалăхне ветеринари службин, Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн сотрудникӗсем тӗрӗслесе тăраççӗ.

Кăçал ярмăрккăсем пуçланнăранпа халăха 550 миллион тенкӗлӗх продукци сутнă. Вӗсенчен 12 пин тонна çӗрулмипе ытти пахча çимӗç, 700 тонна тӗрлӗ аш, 435 тонна çăнăх, 4 миллион штук çăмарта, 500 тонна сахăр песокӗ. Сăмах май сахăр хакӗ 35-рен 32 тенке чакнă.

Кашни эрнере ярмăрккăсене пӗтӗмлетсе чи хастар виçӗ района палăртаççӗ. Ытти çулсенчи пекех ял хуçалăх ярмăрккисене хутшăнакан хуçалăхсене транспорт тăкакне саплаштараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев